08 мая 2008 г.
ШĂМĂРШĂРИ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкул тĕрлĕрен ырă ĕçсемпе юхăмсене пуçарса янипе палăрса тăрать. Сăмахран, кунта волонтерсен команди ăнăçлă ĕçлет. Ун ĕçне Петр Полковников оператор, Оксана Кудряшова, Кристина Потапова, Юлиана Ендиерова стенографсем, Любовь Явкина координатор, сайтшăн яваплă Екатерина Любимовапа Светлана Антонова питĕ хастар хутшăнаççĕ. Юлашки вăхăтра кăна эпир «Эсĕ пулмасан, кам;», «Çук тетпĕр!», «Алкоголь: кирлĕ е çук;», «Гепатит ачасемшĕн хăрушă», «Ăнăçлăх формули» темăсемпе ятарлă тренингсем ирттертĕмĕр, вĕсене 309 вĕренекенпе 27 вĕрентекен хутшăнчĕ.