14 мая 2008 г.
ВИÇПŸРТ ШĂМĂРШĂ ялĕн библиотекинче нумай çул ĕнтĕ Лидия Анатольевна Егорова вăй хурать. Çĕршыв пурнăçĕн юххинчен юлмасть пирĕн библиотека: унта Интернетпа çыхăнтарнă компьютер вырнаçтарнă, телевизорпа DVD дисксене те курма май пур. Шкул ачисене те час-часах ушкăнпа курма пулать вулав çуртĕнче: йышлă дисксем шкул программинчи тĕрлĕ информацие куçпа курса çăмăлтарах астуса юлма пулăшаççĕ.
Библиотека фондĕнче кĕнекесем те нумай. Вĕсене шкул ачисем кăна мар, ялти аслă ăрури çынсем те интересленсе илеççĕ, хаваспах вулаççĕ. «Савельева Валя аппан ялти библиотекăри чăвашла вуласа тухман кĕнеке юлмарĕ ĕнтĕ. Питĕ активлă вулакан», - тет Л. А. Егорова библиотекарь.
Библиотекăра тĕрлĕ кĕнеке выставкисем те пур – кашни уяв е паллă событи тĕлне çĕнелсех тăраççĕ вĕсем.
Ял историйĕпе те кăсăкланать библиотекарь: вулав çуртĕнче час-часах тĕрлĕ тĕлпулусем пулса иртеççĕ, ветерансем шкул ачисене вăрçă вăхăтĕнче тата ун хыççăнхи çулсенче ял-йыш мĕнлерех ĕçлени, ял мĕнлерех аталанса пыни çинчен каласа кăтартаççĕ.