14 мая 2008 г.
ÇАК КУНСЕНЧЕ Шăмăршăри «Аленушка» ача садĕнчи Х.И. Воробьевапа В.И.Курамшина воспитательсем хăйсем ертсе пыракан ачасен вăтам ушкăнĕпе райцентрти Ветерансен çуртĕнче пулчĕç. Унта пĕчĕккисем тĕрлĕ юрăсене илемлĕн шăрантарчĕç, хавхаланса сăвă-такмак каларĕç. Ватăсем пĕчĕк ачасен концертне кăмăллăн йышăнчĕç.
Кун хыççăн воспитательсемпе вĕсен воспитанникĕсем Ветерансен çурчĕ умĕнчи клумбăсем çине нумай çул ÿсекен чечексен тымарĕсене лартса хăварчĕç. Ырă ĕçе аса илтерсе, часах вĕсем илемлĕн ешерме пуçлĕç, тĕрлĕ тĕспе çиçекен чечекĕсене сарĕç.
Пархатарлă ĕçшĕн тав туса пенсионерсем воспитательсемпе вĕсен воспитанникĕсене чĕререн тав турĕç, пил сăмахĕсем каларĕç, малашне те хăйсем патне килсе çÿреме сĕнчĕç. Юлашкинчен ватăсем пĕчĕккисене пылак кучченеçсем парса хисеплерĕç.