Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Савăнтарчĕç пĕчĕккисене

17 мая 2008 г.

АНАТ ЧАТКАС шкулĕнче вĕренекенсем кашни кунах ырă ĕç тума тăрăшаççĕ. Акă, иртнĕ эрнере 5-мĕш класра вĕренекенсем ача садĕнче хăнара пулчĕç. Унта ĕçлекенсем, воспитательсем тата пĕчĕк ачасем шкул ачисене хапăл туса кĕтсе илчĕç.

Чăн малтанах пиллĕкмĕшсем ачасене концерт лартса пачĕç. Ачасем юрларĕç, ташларĕç. А.Лукиянова («Эп те пулнă-ши вара») тата О.Савельев («Кăвак кăвакарчăн») шăрантарнă юрăсем, А.Баклановапа А.Лукиянова ташланă чăваш ташши ачасене уйрăмах килĕшрĕç. Юлашкинчен пурте пĕрле тĕрлĕрен вăйăсем выляса савăнчĕç.

Шкул ачисем садике пушă алăпа каймарĕç, пĕчĕккисене тетрадьсем тата кĕнекесем парнелерĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика