17 мая 2008 г.
ÇЕМЬЕ, Ырă ĕçсен çулталăкĕсене, чăвашсен аслă просветителĕ И.Я.Яковлев çуралнăранпа 160 çул çитнине халалланă илемлĕ пултарулăх коллективĕсен районти фестивалĕн пĕтĕмлетÿ гала-концертне курма халăх йышлă пухăнчĕ. Шăмăршăри Культура керменĕнче ял поселенийĕсен коллективĕсем хăйсен чи лайăх художество номерĕсене кăтартрĕç. Шăмăршă ял поселенийĕн хорĕ (руководителĕ В.Рябов), Чукалти, Карапай Шăмăршăри вокал ансамблĕсем, Палтиелĕнчи, Шăмăршăри, Чукалти солист-вокалистсем, Пуянкассинчи Макаровсен ташă коллективĕ, Палтиелĕнчи вăтам шкулти «Созвездие» ташă ушкăнĕ, Шăмăршăри Культура керменĕнчи «Антонина» халăх ташă коллективĕ, Шăмăршăри вăтам шкулти ачасен кăтартуллă ташă ансамблĕ хăйсен творчество ăсталăхĕпе чун-чĕрере чи ăшă туйăмсем хăварчĕç.