Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăнара – халăх поэчĕ

17 мая 2008 г.

ШĂМĂРШĂРИ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта интереслĕ, паллă çынсемпе тĕл пулусем тăтăшах ирттереççĕ. Нумаях пулмасть кунта чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай хăнара пулчĕ.

Сăвăç ачасене хăйĕн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, чăваш поэзийĕнчи юлашки çулсенчи паллă пулăмсем çинчен каласа пачĕ. Вун пĕрмĕш класра вĕренекенсем те тĕл пулура поэт умĕнче парăмра пулмарĕç: вĕсем унăн сăввисем тăрăх ятарлă презентаци хатĕрленĕ. Ку тĕлĕшпе С. Акимова палăрчĕ. Ачасем В. Туркай сăввисене чăвашла та, вырăсла та вуларĕç. А. Кузнецова, И. Ухтиярова, А. Батров, К. Филиппова ăсталăхĕ сăвăç кăмăлне те кайрĕ. Унтан В. Туркай хăйĕн сăввисене пысăк çĕкленÿпе вуласа пачĕ – хăйне чăн-чăн артист пек тыткаларĕ.

Çакăн хыççăн ачасем поэтпа çавра сĕтел йĕркелерĕç, унран темĕн çинчен те ыйтса пĕлчĕç. В. Туркай вĕсенчен нимĕн те пытармарĕ. Хăйĕн вăрттăнлăхĕсемпе малашлăх планĕсене те уçса пачĕ, кĕнекисене парнелерĕ, пĕрле сăн ÿкерттерес шухăша та хирĕçлемерĕ.

Юлашкинчен чăваш халăх поэчĕ хăйне пирĕн шкулта питĕ килĕшни çинчен пĕлтерчĕ, кунта малашне татах çитсе курма шантарчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика