Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçре пиçĕхнине мĕн çиттĕр;

21 мая 2008 г.

«ÇАМРĂКСЕНЕ вăхăтлăха ĕçе вырнаçтарасси» программăпа килĕшÿллĕн Шăмăршăри халăха ĕçе вырнаçтарас тĕлĕшпе ĕçлекен центр кăçалхи тăватă уйăхра 91 çамрăка ĕç тупса пачĕ. Организацисемпе тата предприятисемпе 6 договор тунă.

2008 çул – Ырă ĕçсен çулталăкĕ. Çавна май çамрăксене патриотизмла воспитани парассине, вăрçăпа ĕç ветеранĕсене, ватă çынсене киле пырса пулăшассине тĕпе хурса ятарлă списоксем йĕркелерĕмĕр. Кăçал кăна 25 вăрçă ветеранне, 17 салтак арăмĕпе ватă çынна пулăшма пултартăмăр. Ку тĕлĕшпе Палтиел, Чукал, Пуянкасси, Васан, Пăчăрлă Пашьел шкулĕсенче вĕренекенсем ырă тĕслĕх кăтартаççĕ.

Кĕçех шкулсенче вĕренÿ çулĕ вĕçленет, кашни шкултах вĕренекенсен ĕç бригадисем йĕркеленеççĕ. Çамрăксене вăхăтлăха ĕç тупма халăха ĕçе вырнаçтаракан центр та пулăшма хатĕр. Организацисемпе, предприятисемпе договорсем тунă чух чи малтанах ĕçшĕн тÿлессине тĕпе хуратпăр. Эпир те федераллă бюджет шутĕнчен укçа-тенкĕпе пулăшатпăр.

Енчен те эсир 14 тултарнă пулсан, ĕçлес килсен, пирĕн пата килĕр. Çамрăклах ĕçре пиçĕхнине, укçа хакне пĕчĕкрен пĕлсе ÿснине мĕн çиттĕр; Халăха ĕçе вырнаçтаракан центра килнĕ чухне çак документсене илме ан манăр: паспорт, перекет кĕнеки, пенси страхованийĕн свидетельстви (пур пулсан).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика