24 мая 2008 г.
МАЙĂН 15-18-мĕшĕсенче Мускав облаçĕнчи Балашиха хулинче «Регионсенчи массăллă информаци хатĕрĕсем – çĕр çинче чăн-чăн хуçа пулма вĕрентекен идеологсем» темăпа редакторсен Пĕтĕм Раççейри XXXVIII конференцийĕ пулса иртнĕ.
Чăваш Республикинчен унта 5 журналист, çав шутра «Шăмăршă хыпарĕ» хаçатăн тĕп редакторĕ И.М.Саландаев хутшăннă.
Конференцире «Хуçа пулас тесен мĕн тумалла;» ыйтăва сÿтсе явнă, фермер юхăмне аталантарас, ял çинчен çыракан журналистсен ăсталăхне ÿстерес ыйтусене çивĕч çĕкленĕ. Пирĕн республикăри журналистсем «Радио России» корреспондентне интервью панă.