Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕкленет кунсерен спорт комплексĕ

24 мая 2008 г.

«...ИРТНĔ икĕ çулта эпир районсемпе хуласенче физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли тĕнче класлă 10 комплекс турăмăр пулсан, 2008 çулта кăна тата 8 комплекспа темиçе стадион хута ярăпăр.

2008-2010 çулсенче пĕтĕмпе вара сывлăха çирĕплетмелли 21 комплекс, 5 стадион тата нумай ĕç-хĕллĕ 6 спортзал тума палăртнă, çав ĕçсене укçа-тенкĕпе тивĕçтерме 1,5 миллиард тенке яхăн уйăрмалла», - тенĕ Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырура.

Кăçал хута яма палăртнă 8 комплексран пĕри – Шăмăршăра унчченхи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ пулнă вырăнта çĕкленекен пысăк объект. Ишмелли икĕ бассейнлă, кĕрешмелли залпа тренажер залĕллĕ физкультурăпа спорт комплексне тума республика бюджетĕнчен 80 миллион тенкĕ уйăрнă. Объектăн генеральнăй подрядчикĕ – Шупашкарти «СУОР» ООО.

Çак эрнере эпир пысăк стройкăра пултăмăр. Пытармастăп, кунти ĕçсен калăпăшĕ, çынсен хастарлăхĕ чăннипех те тĕлĕнтерчĕ. С.В.Миронов прораб каланă тăрăх, объектра хальхи вăхăтра вăтăра яхăн çын, тĕрлĕ йышши вунă техника ĕçлет. Никĕс хывас ĕç вĕçленнĕпе пĕрех, блоксене икĕ кран пулăшнипе вырнаçтарнă. Халĕ пĕчĕк бассейн никĕсне бетонпа çирĕплетеççĕ. Бетона тăватă КамАЗ Канашран турттарать.

Прораб стройкăра ĕçлеме çынсем – бетонщиксем, каменщиксем, платниксем, тĕрлĕ ĕçре тăрăшакансем – кирли çинчен те пĕлтерчĕ. Шăмăршăра е çывăхри ялсенче пурăнакансене хапăл тусах кĕтеççĕ. С.В.Миронов çакна çеç палăртрĕ: объектра ĕç дисциплини çирĕп, тивĕçлĕ ĕç укçи илес тесен тÿрĕ кăмăлтан вăй хумалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика