24 мая 2008 г.
ÇЕМЬЕ ăшши хĕр арăмран килет тени манăн хуняма çинчен каланă пекех туйăнать. Çак хуняма сăмах кăмăла каймасть мана, усаллăн илтĕннĕ пек туйăнать вăл. Ырă кăмăллă та çепĕç чунлă хĕр арăма, Нина Ивановна Семеновăна, анне тесех калас килет. Май уйăхĕн 24-мĕшĕнче çитмĕл çул тултарать вăл. Саккăрмĕш теçеткене пусать пулин те, кĕлеткипе тăпăл-тăпăл, ĕçре вăр-вар-ха пирĕн анне.
Учитель çемйинче çуралса ÿснĕ вăл. Ашшĕ те, амăшĕ те унăн учительсем пулнă. Вĕсен çулĕпе кайма та май пулнă ĕнтĕ. Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн Шăмăршă шкулĕнче пуçламăш классене пĕр çулталăк вĕрентсе те пăхнă вăл, анчах малалла вĕренме кайман – ватă амăшне пĕччен пăрахса хăварас темен. Ялти шкулта техслужащи пулса мĕн пенсие тухичченех ĕçленĕ, яланах таса та тирпейлĕ пултăр тесе тăрăшнă. Ĕç ветеранĕ ята та илме тивĕçлĕ пулнă вăл.
Хăйĕн мăшăрĕпе, Анатолий Александрович Семеновпа вĕсем пурнăç çулĕпе 50 çул пĕрле утаççĕ. Кăçалхи декабрь уйăхĕнче вара тăвансене пуçтарса ылтăн туй уявлама ĕмĕтленеççĕ. Çамрăксемшĕн вĕсенчен вĕренмелли питĕ нумай. Чăн-чăнах пĕрне-пĕри юратса, хисеплесе, пулăшса пурăнакан телейлĕ мăшăр.
Çирĕм çул эпĕ Семеновсен çемйине килни. Çак вăхăт хушшинче эпĕ пĕр усал сăмах та илтмен вĕсенчен. Пĕр пĕринпе шăкăл-шăкăл калаçса, кулса та шÿтлесе çеç тăраççĕ вĕсем. Вăрçăнас-тăвас йăла вара пачах та пулман Семеновсен çемйинче. Аслă пĕлÿ илмен пулин те, вĕсем çинчен чăн-чăнах интеллигентлă çынсем теме пулать. Тăватă ача çуратса ÿстернĕ вĕсем, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Халĕ сакăр мăнук аттепе аннен.
Кашни çынпах ăш пиллĕ те тарават пирĕн анне. Выльăхсемпе те çынпа калаçнă пек калаçать вăл, ачашласа чĕнет вĕсене, чунтан тăрăшса пăхать. Пирĕн анне çинчен чăнахах та хĕр арăм идеалĕ тесе калама пулать пуль. Çемьере çепĕç мăшăр, тăрăшуллă та кăмăллă анне, юратнă асанне, ырă хуняма вăл Нина Ивановна. Мăнукĕсем те асламăшне чунтанах юратаççĕ, хисеплеççĕ. Кашни кун асламăшĕ вĕсене ăшă кăмăлпа шкула ăсатса ярать, кĕтсе илет. «Асанне! Эсĕ килте-и;» - тесе ыйтаççĕ мăнукĕсем алăкран кĕрсенех. Савăнсах кĕтсе илет вĕсене асламăшĕ.
Те унра вырăс юнĕ пулнипе (унăн амăшĕ Курмыш хулинчен килнĕ вырăс хĕрĕ пулнă), кĕрĕвĕсемпе кинĕсене ятранах чĕнет вăл. Вĕсене те хăйĕн ачисене юратнă пекех юратать, пулăшать, ырă канашсем парать.
Тавах Турра, çĕр çинче Нина Ивановна пек ырă çынсем пулнишĕн! Эпир ăна пурте юрататпăр, хисеплетпĕр. Пурнăçра çирĕп сывлăх, телей, вăрăм ĕмĕр çунатпăр. Пирĕншĕн вăл яланах телей çăлтăрĕ пек пултăр.