24 мая 2008 г.
«ЭПИР – район пуласлăхĕ» ятпа районти шкулсенчи ачасемпе çамрăксен вырăнти организацийĕсен фестивалĕ Шăмăршăра пулчĕ. Вăл икĕ тапхăрпа иртрĕ. Пĕрремĕш тапхăрĕ Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта мастер-классем йĕркеленипе, иккĕмĕшĕ – районти Культура çуртĕнче организацисен обществăлла лидерĕсен тĕрлĕ номинацисенчи конкурсĕсене пĕтĕмлетнипе вĕçленчĕ.
Шкулта иртнĕ вăйă-çулçÿревре пĕрремĕш вырăна «Лидер» (Шăмăршă), иккĕмĕш – «Радуга» (Шăмăршă), виççĕмĕш – «Дружба» (Палтиел) организацисем йышăнчĕç.
Культура çуртĕнче пулнă тĕрлĕ номинаци конкурсĕсенче çаксем çĕнтерчĕç:
«Çĕр-шыв хăйĕн паттăрĕсене пĕлмелле» сочиненисен конкурсĕнче Палтиелĕнчи «Дружба» организаци лидерĕ В.Габитова – пĕрремĕш, А.Петрова («Лидер» организаци, Шăмăршă) – иккĕмĕш, А.Еремеева («СоМиС» организации, Чукал) виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç;
«Чи лайăх порфолио» конкурс çĕнтерÿçи – А.Еремеева («СоМиС»). Ун хыççăнхи вырăнсенче А.Петрова («Лидер») тата А.Шумилова («Радуга» организаци, Шăмăршă);
«Эпĕ тата манăн организаци» видеоролик» номинацире А.Еремеева(«СоМиС»), А.Петрова («Лидер»), В.Габитова («Дружба») çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç;
«Чи лайăх отчет-презентаци» номинацире пĕрремĕш вырăн А.Еремевăра («СоМиС»), иккĕмĕшĕ – А.Петровăра («Лидер»), виççĕмĕшĕ – Кивĕ Чукал шкулĕнчи «Шкид» организацин лидерĕнче К.Савельевăра ;
«Чи лайăх социаллă проект» номинацире малти виçĕ вырăна çаксем пайларĕç: Е.Батрова (Пуянкасси шкулĕнчи «Радуга» организацин лидерĕ), А.Еремеева («СоМиС»), И.Можаева («Алый парус» организацин лидерĕ).
Çак кунах ачасем Шăмăршă урамĕсем тăрăх сăвă-юрăпа утрĕç. Кашни организацийĕн хăйĕн ялавĕ, эмблеми пулни строя татах та илем кÿчĕ. Виç çĕр ытла ача иртен-çÿрене тĕлĕнтерчĕç, савăнтарчĕç. Ку конкурсра пĕрремĕш вырăна Васан шкулĕнчи «Росток» организаци тивĕçрĕ. Иккĕмĕшĕнче – Кивĕ Чукал шкулĕнчи «Шкид», виççĕмĕшĕнче – Шăмăршă шкулĕнчи «Играй, город» организацисем.