28 мая 2008 г.
ВИРУСЛĂ В гепатитăн мишенĕ – пĕвер. Çак вируса пула çынсен пĕверĕн шыççи (рак печени) 60 процент таранах пулать. Пĕвере сиенленĕ хыççăн В вирус вăраха кайнă гепатит е пĕвер циррозĕн чирĕсене пуçарать.
Раççейре 5 миллиона яхăн В гепатит вирусĕллĕ çын пурăнать. Ку чир уйрăмах 15 çултисенчен пуçласа 29 çул таранчченхи çамрăксем хушшинче сарăлнă. Чир ертнисенчен кашни виççĕмĕшĕ вирус çакланни пирки пĕлмест. Вирус гепатичĕсене пула тĕнчере кашни çулах 1 миллион çын вилет.
Вируслă гепатитран сыхланса пурăнма йывăрах мар. Пĕрремĕшĕнчен, ÿт-пĕве яланах тасалăхра тытмалла. Иккĕмĕшĕнчен, сипленнĕ вăхăтра стерилизациленĕ е пĕр хутчен усă курмалли шприцсем кăна пулмалла. Виççĕмĕшĕнчен, В гепатита хирĕç прививка тутармалла (çитĕннисене те, ачасене те). Ятарлă вакцина организма вирус лекесрен шанчăклă хÿтĕлесе тăрать.
«Сывлăх» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн, халăха В гепатитран хÿтĕлес тĕллевпе, районти ялсенче прививка мероприятийĕсем пыраççĕ. 35 çул таранчченхи граждансене прививка тăвасси 2007 çулта пуçланнă (18-19 çултисене – 200 çынна, 20-29 çултисене – 700 çынна, 30-35 çултисене – 650 çынна). Вакцинацие 3 тапхăрпа туса ирттереççĕ. Пĕрремĕш хут прививка тунă хыççăн 1 уйăх тăхтаса тăмалла. Иккĕмĕш прививка хыççăн виççĕмĕшне 5 уйăхран кăна тумалла.
2008 çулта 2110 çынна (55 çул таран) прививкăсем тума палăртнă. Район çыннисене профилактика мероприятийĕсене активлă хутшăнма, палăртнă тапхăрсенче В гепатитран прививкăсем тутарма сĕнетпĕр. Медицина работникĕсем каланине вăхăтра пурнăçлани хамăршăнах лайăх пулĕ, хăрушă чиртен сыхланма май парĕ.