Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чиркÿ туни сăваплă

28 мая 2008 г.

2005 ÇУЛТА Шăмăршă ялĕнче «Христос çурални» ячĕллĕ çĕнĕ чиркÿ тума пуçланă. Вăл малтанхи йывăç чирку (19 ĕмĕрти) таврашĕнчех çĕкленет. Паянхи кун пысăк чиркĕвĕн стенисене купаласси малалла пырать, ку ĕçе вĕçлесси нумаях юлман ĕнтĕ. Строительсен бригади объектра тăрăшулăх кăтартать.

Чиркÿ настоятелĕ Николай протоиерей сăваплă строительство пуçланнăранпах канăçа пĕлмесĕр ĕçлет: объекта малалла тума спонсорсем шырать, тĕрлĕ материалсем турттарать. Район пуçлăхĕ В.П.Фадеев пархатарлă ĕçе яланах тимлĕхре тытать, тĕрлĕ енлĕ пулăшу парса тăрать.

Турă çуртне – районти тĕп храма туса пĕтересси пиртен кашнийĕнченех килет. Шăмăршăри чиркÿ совечĕ предприятисемпе организацисенчен, учрежденисенчен, вĕсенче ĕçлекенсенчен, предпринимательсенчен, пенсионерсенчен, сăваплă ĕçĕн пĕлтерĕшне тарăннăн ăнланакан граждансенчен пулăшу ыйтать. Кашнийĕ кăштах укçа пани те сисĕмлĕ сумма пухма май парĕ. Пархатарлă ĕç Турă сăваплăхĕпе таврăнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика