31 мая 2008 г.
ЫТЛАРИ КУН пирĕн çĕршывра Библиотекăсен кунĕ пулнă. Çак ятпа Чăваш Енри библиотека ĕçченĕсене Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров ăшшăн саламланă.
«Библиотекăсенче ĕçлекенсене ырми-канми, хавхаланса ĕçленĕшĕн, пĕрмаях пултарулăх шыравĕнче пулнăшăн, суйласа илнĕ ĕçе чунтан парăннăшăн тав тăватăп. Пурне те çирĕп сывлăх, ăнăçусем, ырăлăх тата телей сунатăп!» - тенĕ Президент хăйĕн саламĕнче.