31 мая 2008 г.
ПАЛЛĂ ĕнтĕ, 2010 çулта пирĕн çĕршывра халăхăн Пĕтĕм Раççейри черетлĕ перепиçне ирттереççĕ. Çавна май район пуçлăхĕ В.П.Фадеев Шăмăршă районĕн территорийĕнче перепиç умĕнхи хатĕрленÿ мероприятийĕсем ирттересси çинчен йышăну кăларнă.
Перепиçе хатĕрленсе ирттерме районта 22 çынран комисси туса хунă, ăна район пуçлăхĕ В.П.Фадеев ертсе пырать. Председатель заместителĕ – Чăвашстатăн Шăмăршă районĕнчи ертсе пыракан специалист-экспертчĕ Г.Н.Силюкова.
Район пуçлăхĕн йышăнăвĕпе ял поселенийĕсен пуçлăхĕсене ялсенчи адрес хуçалăхне, урамсен ячĕсемпе çуртсен номерĕсене çĕнетсе йĕркене кĕртме, перепиç пирки халăх хушшинче ăнлантару ĕçне анлăн илсе пыма хушнă.