31 мая 2008 г.
– ÇУЛ тунă çĕре çитсе курма, ĕçлекенсемпе тĕл пулса калаçма кăмăлăр çук-и;- шăнкăравларĕ редакцие ытлари кун ир-ирех ДРСУ ертÿçин çумĕ В.Фадеев.
Епле кăмăл ан пултăр-ха; «Лашасăр» журналистсем хăйсене çула май лартса каякансене тав сăмахĕ çеç калаççĕ.
Владилен Валерьевичпа çак кун Чаткас-Хĕрлĕ Васан çула тунă çĕре çитрĕмĕр, кунта ĕçлекен хастар çынсемпе тĕл пултăмăр. Çирĕме яхăн техника ĕçлет кунта. Çул тăвакансем ир пуçласа тĕттĕмччен, канмалли кунсенче те ĕçлеççĕ.
– Тинех ĕмĕрхи асапран хăтăлатпăр, - терĕ Хĕрлĕ Васан паççулккин çынни В.Корчагин. Унтан чунтан савăнса çапла каларĕ:
– Çул çине асфальт сарсан – нуша курмăпăр нихăçан!