31 мая 2008 г.
СПОРТА юратакан çын пурнăçра çитĕнÿсем тăватех. Палтиелĕнче çуралса ÿснĕ Руслан Селиванов мĕн пĕчĕкрен спортпа туслă çитĕннĕ. Уйрăмах вăл çăмăл атлетикăпа йĕлтĕр спортне кăмăллать. Çак спорт тĕсĕсенче лайăх результатсем те кăтартнă вăл.
Шкултан вĕренсе тухсан та спорт çине алă сулман Руслан. Вăл районта пулса иртекен тĕрлĕ ăмăртусенче призлă вырăнсене çĕнсе илме пултарнă. Ял поселенийĕсен спартакиадинче 2 вырăн, тепĕр ăмăртура 1000 метра чупса 1 вырăн йышăннă. Хальхи вăхăтра Патăрьелĕнчи профтехучилищĕре вĕренекенскер, унта та çитĕнÿсемпе савăнтарать: 400 метра чупса – иккĕмĕш, 1000 метра – пĕрремĕш вырăнсем йышăннă. Училище чысне вăл Шупашкарта та хÿтĕленĕ. Икçĕре яхăн спортсмен хушшинче пирĕн ентеш 6 вырăнпа савăнтарнă. Иртнĕ çулхи кĕркунне, Шупашкарта пулнă тепĕр ăмăртура, Руслан 2000 метрлă дистанцире виççĕмĕш вырăна тухнă, бронза медале тивĕçнĕ.
Маттур та пултаруллă çамрăк çак кăтартусемпе лăпланса лармастех пулĕ. Унăн малашне татах та пысăк çитĕнÿсем туса савăнтармалла пултăр. Ăна çирĕп сывлăх сунар.