Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «ЧĂН-ЧĂН ХРЕСЧЕН!» – теççĕ Асанкассинче Лев Инголов пирки

04 июня 2008 г.

«АГРОПРОМЫШЛЕННОÇ комплексĕн аталанăвĕ» наци проекчĕ ял çыннине пысăк пулăшу парать. Патшалăхран çăмăллăхлă кредит илсе, хресчен вите-хуралтă тăвать е çĕнетет, ял хуçалăх техники туянать.

Пăчăрлă Пашьел ял поселенийĕн территорийĕнче паян 39 фермер хуçалăхĕ шутланать. Чи хастаррисенчен пĕри – Асанкассинчи Л.Инголов. Лев Митрофанович «Пакша» фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. 10 гектар çĕр çинче тырă, çĕр улми тата выльăх апачлĕх культурăсем çитĕнтерет. Килти хушма хуçалăхра 25 пуç ĕне выльăх, çав шутра 7 пуç сăвакан ĕне усраççĕ. Инголовсем пĕлтĕр 5 тонна сĕт сутнă, кăçал та кунтан кая пулмĕ.

Патшалăхран çăмăллăхлă кредит илсе, фермер вĕр-çĕнĕ МТЗ-82 трактор туяннă. Кăкарса ĕçлемелли техника та çителĕклĕ. Çавăн пекех ĕне сумалли аппарат, пĕчĕк арман туянни те ĕçре çăмăллăх кÿрет.

– Чăн-чăн хресчен! - теççĕ асанкассисем Л.Инголов пирки. Ун пек çынсем çинче тытăнса тăрать те ĕнтĕ пирĕн çĕршыври ял хуçалăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика