Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаваслă ачалăх, ан кай васкаса...

04 июня 2008 г.

«АЧАСЕМШĔН – ачалăх ячĕпе» ятпа йĕркелесе ирттерчĕç Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли куна пирĕн районта. Çак кун чăннипех те пĕчĕккисемпе кĕçĕн çулхисемшĕн чăн-чăн уяв пулчĕ. Çепĕç юрă сасси, хаваслă ачасен кулли чуна ăшăтрĕ, савăнтарчĕ. Саламсемпе тав сăмахĕсем те ачасемшĕн янăрарĕç. Вĕсене уява килнĕ хăнасем пĕтĕм чун хавалĕпе пурнăç çеçкисем патне çитерме тăрăшрĕç.

«Ырă ачасене – ырă кĕнеке» акци пирки те манса каймарĕç. Районти тĕп библиотекăна парнеленĕ кашни кĕнекех эпир ырă ĕç тума пултарнине ĕнентерсе пачĕ. Сахал-и, нумай-и – пĕлтерĕшлех мар, чунтан тунă парне чи пахи.

Вăйăсемпе аттракционсем те ачасен кăмăлне кайрĕç. Вĕсем пĕр-пĕринпе ăмăртмалла чупрĕç, вылярĕç. Велосипедпа тĕрлĕ фигурăсем туса ярăнасси, мечĕкпе кегельсене персе лектересси – хаваслă та интереслĕ пулчĕç.

Уява хатĕрлекенсене, ăна илем кÿрекенсене, парнесемпе тивĕçтерекен хаклă хăнасемпе райадминистрацин тĕрлĕ пайĕсенче вăй хуракансене тав сăмахĕ калас килет. Самантлăха çеç тăсăлнă уява вĕсем ачасен асĕнче нумайлăха юлтăр тесе тăрăшрĕç.

Уяв вĕçленсен те ачасем саланма васкамарĕç. Вĕсен каç пуличченех савăнма, выляма кăмăлĕсем пурри палăрчĕ. Апла пулсан, хаваслă ачалăх пĕр кунпа кăна ан вĕçлентĕрччĕ. Вĕсемшĕн кашни кун хĕвелпе çиçтĕр, савăк ирттĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика