Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧĔРĔК ĔМĔР ИРТСЕН – ТĂВАН ШКУЛТА

04 июня 2008 г.

ШКУЛ пурнăçĕ питĕ интереслĕ те кăткăс. Хальхи вăхăтра шкулсенче экзаменсем пыраççĕ. 11-мĕш классем часах шкулпа сывпуллашĕç. Çак кунсенче тĕрлĕ çулсенче шкул пĕтернисем хăйсен вĕрентекенĕсемпе тĕл пулусем иртереççĕ. Май уйăхĕн 31-мĕшĕнче 25 çул каялла Шăмăршă шкулне пĕтернисем тĕл пулу йĕркелерĕç. Тĕлĕнмелле тĕплĕн хатĕрленнĕ çак тĕл пулăва ирттерме 25 çул каялла 10 «а» класра вĕреннисем. Шкула пысăк парне панă – хăйсем вĕреннĕ класс-кабинета тĕпрен юсаса илемлетнĕ. Пластик чÿречесем, çĕнĕ алăк туянма, стенасемпе маччана илемлетсе евроюсав ĕçĕсем тума укçа-тенкĕ уйăрнă. Каласа хăвармалла, çак кабинетра хăйсемпе пĕрле вĕреннĕ Н. Мартынова ĕçлет. Кун пек хисеплĕ ĕçшĕн пухăннисене шкул директорĕ Л.Н.Иванова чунтан тав турĕ. Ку тĕлпулăва йĕркелесе ирттерекенсем – Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ А.Максимов тата В.Печников предприниматель. Паллах, пысăк тăкакне те вĕсем хăйсем çине илнĕ. 28 выпускникран тĕл пулăва 20-ĕшĕ пухăннăччĕ. Эпир – вĕрентекенсем – вĕсем çине пăхса, вĕсен ĕçĕсемпе паллашса чунтан савăнтăмăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика