04 июня 2008 г.
ĂШĂ сăн-питлĕ, çамрăк çын пек вашлаттарса утакан çак çынна районта лайăх паллаççĕ. Шăмăршă вăрман хуçалăхĕн территорийĕнче вара унăн ури ярса пусман вырăн та çук пулĕ. Вадим Васильевич Кудряшов вăрман ĕçĕнче 40 çула яхăн вăй хурать, унăн пĕтĕм кун-çулĕ тăван çут çанталăкпа çыхăннă тесен те тĕрĕс пулĕ.
Пăчăрлă Пашьелĕнче çуралса ÿснĕскер, В.Кудряшов ялти шкул хыççăн Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумĕнчен, унтан Йошкар-Олари политехника институтĕнчен вĕренсе тухнă. Малтан Етĕрне, Муркаш, Красноармейски районĕсенче вăрман хуçалăхĕнче ĕçленĕ. Çапах та чунĕ тăван тăрăхах туртнă. Акă, вăтăр çула яхăн ĕнтĕ вăл вăрман инженерĕнче тăрăшать, Шăмăршă вăрманĕнче çирĕп йĕрке пултăр тесе вăй хурать.
Юлашки çулсенче Вадим Васильевич – вăрман чĕртаварĕн респурсĕсем енĕпе ĕçлекен инженер. Хăйĕн тивĕçне тÿрĕ кăмăлтан туса пынăшăн ăна пĕрре çеç мар Хисеп грамотипе тата ведомство знакĕсемпе чысланă.
Ыран – июнĕн 5-мĕшĕнче – В.В.Кудряшов çуралнăранпа 60 çул тултарать. Çак ятпа ăна тăван коллектив тата çывăх çыннисемпе юлташĕсем чун-чĕререн саламлаççĕ, çирĕп сывлăх, телей, вăрăм ĕмĕр сунаççĕ.