Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ИЮНĔН 15-МĔШĔНЧЕ – ÇВЯТОЙ ТРОИЦА КУНĔ

11 июня 2008 г.

ÇВЯТОЙ ТРОИЦА (Ашшĕ, Унăн Ывăлĕ – Христос тата Çвятой Сывлăш) кунĕ – пысăк уяв. Атте Турă тĕнчене тытса тăрать, Ывăл Турă çынсене шуйттан аташтарасран сыхлать, Хăйне юратакан чурисен ырă ĕçĕсене шута илсе çылăхĕсене каçарать, леш тĕнчере чунĕсене вилĕмсĕрлĕхе куçма, ĕмĕрлĕх тамăкран сыхланма пулăшать. Çвятой Сывлăш Турă тĕнчене , çынсен чунĕсене тасатса тăрать.

Тĕрлĕ çĕршывсем тăрăх саланнă еврейсем (иудейсем) Кивĕ Заветăн уявне (Пятидесятница) Иерусалима пухăннă пулнă Христосăн вĕренекенĕсем те – апостолсем – Сион курницинчи кĕлĕре (Тайная Вечерня) тăнă. Кунта Христосăн амăшĕ, Христосăн çывăх вĕренекенĕсем, Турра ĕненекенсем пулнă. Ирхине тăххăрмĕш сехетре кĕтмен çĕртен вăйлă çил вĕрнĕ евĕрлĕ сасă илтĕнсе кайнă. Çак вăхăтра курницари апостолсен пуçĕсем çийĕн вут чĕлхисем явăнма тытăннă. Вĕсем пĕçертмен, çуталса кăна тăнă. Апостолсем тĕрлĕ чĕлхепе калаçма пуçланă. Мĕн пулса иртнĕ-ши тесе курницана кĕнĕ халăха апостол Петр халĕ çеç апостолсем çине Çвятой Сывлăш анни, вĕсем Турă пиллĕхне илни пирки пĕлтернĕ. Кун хыççăн Петр апостол Турă çинчен вĕрентсе калама тытăннă. «Тунă çылăхсемшĕн ÿкĕнĕр, кашниех Иисус Христос ячĕпе тĕне кĕрĕр, –тенĕ вăл. – Ун чухне, çылăхсене каçарттарнисĕр пуçне, эсир Çвятой Сывлăшăн тивлетне те илетĕр». Çав кун пысăк йышлă халăх хăй тунă çылăхсемшĕн ÿкĕннĕ, Христос Тĕнне кĕнĕ.

Çвятой Сывлăш анни çынсене шуйттан влаçĕнчен хăтарнă, вĕсене Турă ырлăхне илсе кĕнĕ. Çвятой Троица кунĕнче Чиркÿ Турра ĕненекенсене хăйсенчи Çвятой Сывлăша – Вăл çыннăн ÿт-пĕвне шыва кĕртнĕ чухне кĕрет – çирĕплетме, ырă ĕçсем тума чĕнсе калать. Турă умĕнче ырă ĕçсем туни çын патне ырăпа таврăнать, усал ĕçсем – начарпа.

Троица уявĕ умĕн, июнĕн 14-мĕшĕнче шăмат кун, Чиркÿ çĕр çинчи пурнăçран уйрăлса кайнă православи христианĕсен чун çăлăнăçĕшĕн кĕл тăвать. Çынсем Чиркÿре хăйсен вилнĕ тăванĕсемшĕн кĕл тунă хыççăн масар çине каяççĕ, унта кĕлĕ сăмахĕсене малалла тăсаççĕ. Анчах та масар çине эрех-сăмакун илсе кайни питĕ вырăнсăр.

Вырсарни кун, июнĕн 15-мĕшĕнче, пирĕн хамăрăн кулянăва савăнăç туйăмĕсемпе ылмаштармалла. Троица кунĕнче çĕр çине Туррăн Çвятой Сывлăшĕ аннă, Христос Чиркĕвĕ пуçланса кайнă.

Районти православи тĕнĕллĕ мĕн пур христиансене Троица уявĕ ячĕпе пĕтĕм чун-чĕререн саламлатăп, куллен Турă халалĕсене пурнăçласа пыма, ырă ĕçсем тума кашнинех ырлăх-сывлăх сунатăп.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика