Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Террорла ĕçсенчен сыхланар

26 июня 2008 г.

РАЙОН территорийĕнче террорла ĕçсем ан пулччăр, вĕсем халăха инкек ан кÿччĕр тесе тимлес ĕç районти шалти ĕçсен пайĕнче планпа килĕшÿллĕн тата пĕр тикĕс пырать. Террорсене хирĕç кĕрешмелли мероприятисен тĕллевĕсемпе задачисене çивĕчлетсе пай начальникĕ сотрудниксем умĕнче кашни оперативлă канашлурах тухса калаçать.

Ют çĕршывсенчен района килнĕ çынсемпе, нимĕнле гражданствăсăр пурăнакансемпе те тĕл пулаççĕ милиционерсем, вĕсем хушшинче террорла тата экстремистла организацисенче тăракансем çук-ши тесе тĕпчеççĕ. Оперативлă шырав мероприятийĕсем вăхăтĕнче çакнашкал çынсем кăçал палăрман.

Уйрăмах пĕлтерĕшлĕ объектсенче пулса руководительсемпе пĕрле кăçал та террорла ĕçсенчен сыхланмалли мерăсем йышăннă, хÿтлĕх тĕллевĕсене палăртнă. Кунашкал мероприятисем кашни кварталтах иртеççĕ. Çак объектсем таврашĕнче милици нарячĕсене те вăйлатнă. Çавăн пекех, уйрăмах пĕлтерĕшлĕ кашни объект çумне, районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн приказĕпе килĕшÿллĕн, милици сотрудникне çирĕплетнĕ. Вăл объекта час-часах пăхса-тĕрĕслесе тăрать, кашни уйăхрах тĕрĕслев акчĕ çырать.

Сотрудниксем кунсăр пуçне административлă çуртсен шалти тата тулашри хуралне мĕнлерех йĕркеленине те тимлĕхре тытаççĕ. Çитменлĕхсене асăрхасан вĕсем протокол çырса тивĕçлĕ вырăна тăратаççĕ.

«Çĕрпÿ-Ульяновск» автотрасса çумĕнчи милицин тĕрĕслев постчĕн инспекторĕсем, ГИБДД службин ытти сотрудникĕсем, «Шырав» ушкăн милиционерĕсем пост çумĕпе иртекен кашни автотранспорта тĕрĕслеççĕ. Ку ĕçре инспектор-кинолог тата служба-шырав йыттин пулăшăвĕпе те усă кураççĕ. Дагестан, Ингушети, Карачаево-Черкесси, Кабардино-Балкари республикисенчен килекен тата бизнеспа çыхăннă тĕрлĕ грузсемпе иртекен автотранспорта уйрăмах тимлĕн те тĕплĕн тĕрĕслеççĕ (хĕç-пăшал, взрыв хатĕрĕсем, террористсем çук-и тесе).

Шăмăршăри автостанцире те милици нарячĕсене вăйлатнă, иккĕленÿллĕ, шанмаллах мар курăнакан граждансен докуменчĕсене тĕрĕслессине йĕркеленĕ.

Граждансене пĕлсе тăма: вокзалта, пасарта, лавккасенче, вĕренÿпе культура заведенийĕсенче, больницăра хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан япаласене – хуçасăр сумкăсемпе чăматансене, тулли хутаçсемпе ещĕксене, çурт çывăхне палламан çынсем пĕр-пĕр транспорт хатĕрне лартса хăварнине е хуçасăр япаласенчен проводсем, изолента тухса тăнине, вĕсенче сехет шакканă сасă илтĕннине, хăйне майлă уйрăм шăршă кĕнине асăрхасан милицин дежурнăй чаçне 2-33-73 телефонпа шăнкăравласа пĕлтерме ыйтатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика