26 июня 2008 г.
ИЮНĔН 24-мĕшĕнче çеç мар, чылай маларах пуçланчĕç Республика кунне уявлассипе çыхăннă мероприятисем. Шурă Шупашкарăмăрта пысăк пĕлтерĕшлĕ куравсемпе фестивальсем, конференцисем пулса иртрĕç. Вĕсенчен хăшне-пĕрне çеç аса илер: «Аслă Атăл» регионти художество куравĕ, аслисемпе çамрăксем хушшинче футболла выляс енĕпе ирттерекен Чăваш Республикин Кубокĕ, «Раççей юррисем» Пĕтĕм Раççейри фестиваль-марафон, «Раççей инновацийĕсене – Раççей капиталĕ» Раççей ăслăлăхпа инноваци форумĕ, «Чăваш Ене йыхравлани» халăх ÿнер промыслипе ремеслин ĕçĕсен тематикăллă выставка-ярмăркки, «Регионсем – пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесси» регионсен хушшинчи выставка...
Уяв Шупашкарта çеç мар, Муркашпа Йĕпреç районĕсенче те иртрĕ. Республика кунĕ умĕн çак районсенче çĕнĕ автомобиль çулĕсем, стадионсем, çемье тухтăрĕн офисĕсем, пурăнмалли çуртсем хута янă, професси ăсталăхĕн конкурсĕсем иртнĕ тата ытти те.
Çак йĕркесен авторĕ июнĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарта «Раççей çăл куçĕсем» Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн XVI фестивальне савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре хутшăнчĕ. Вун-вун коллектив Наци библиотекинчен пуçласа Хĕрлĕ площадь таран юрласа-ташласа утнă чух пĕтĕм Шупашкар юрланăн туйăнчĕ. «Раççейĕм, эсĕ чĕрем те, юррăм та!» - «Раççей çăл куçĕсем» Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн XVI фестивальне уçма Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров тата Раççей халăх артисчĕ Л.А.Якубовский хутшăнчĕç, саламлă сăмах каларĕç.
Июнĕн 24-мĕшĕнче – ытлари кун – уяв малалла тăсăлчĕ. «Янра, юррăм, анлă Атăл çийĕн!» уяв программи çав тери илемлĕ те интереслĕ пулнине чун-чĕререн палăртас килет. Шупашкар 500 çул тултарнă ятпа хисепленекен культурăпа кану паркĕнче «Туслăх кăшăлĕ» – Чăваш Республикин наципе культура пĕрлĕхĕсен пултарулăх ушкăнĕсен VII фестивалĕ иртрĕ. Хĕвел тухăç поселокĕн клубĕ умĕнче те «Савнă ен, Чăваш çĕршывĕ» уяв концерчĕ пулчĕ. Хĕрлĕ площадьре вара «Эпĕ, эсĕ, вăл, пĕрле – туслă çемье!» республикăри çемье художество пултарулăх фестивалĕн гала-концерчĕ иртрĕ.
Çĕрлечченех тăсăлчĕ уяв, тÿпене йăлтăр та йăлтăр фейерверк çутатрĕ...