26 июня 2008 г.
«ВĔРЕНТŸ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн, районта шкул, общество тата бизнес партнерсем пулса тăччăр тесе пысăк ĕç тăваççĕ. Ку тĕлĕшпе шкулсенчен попечительсен канашĕсем тата управлени канашĕсем паллă вырăн йышăнаççĕ.
Çакăн пек канашсем Шăмăршăри вăтам шкулта та пур, вĕренÿ çулĕ тăршшĕпе вĕсем сахал мар ырă ĕç тунине палăртмалла.
Иртнĕ кунсенче шкулти управлени канашĕн анлă ларăвĕ пулчĕ. Унта вĕренÿ çулĕн кăтартăвĕсене пăхса тухрăмăр.
Чăн малтан шкул директорĕ Л.Н.Иванова отчет туса пачĕ. Директор сăмахĕсенчен çакă паллă: тĕпрен илсен, вĕренÿ çулĕ ăнăçлă иртнĕ. Шкул ачисен 44,5 проценчĕ вĕренÿ çулне «4» тата «5» паллăсемпе вĕçленĕ. Çак кăтарту пĕлтĕрхинчен 2,5 процент лайăхрах.
Вĕрентÿ ĕçĕнчи ÿсĕмсем, паллах, учительсен ăсталăхĕ ÿссе пынипе уйрăммăн çыхăннă. Шкулта чунтан тăрăшса ĕçлекенсене хавхалантараççĕ, хушса тÿлеççĕ.
11 класс пĕтерекенсенчен пĕр выпускник шкултан ылтăн, пиллĕкĕн кĕмĕл медальсемпе вĕренсе тухнă.
Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче предмет олимпиадисене хутшăнакансен йышĕ икĕ хут ÿснĕ, кашни олимпиадăрах малти вырăнсене йышăннă.
Учительсем çулленех хăйсен квалификацине ÿстерсе пыраççĕ. Аслă категориллĕ учительсен йышĕ ÿссех пырать. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче 7 учитель аслă категориллĕ пулса тăнă. Кăçалхи вĕренÿ çулĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх тата 11 вĕрентекен хăйсен категорине ÿстерме тивĕçлĕ характеристикăсем тăратнă. Вĕсен ĕçĕсемпе паллашнă хыççăн, управлени канашĕ пултаруллă учительсен категорийĕсене ÿстерме сĕнчĕ.