02 июля 2008 г.
ТУНТИ КУН район администрацийĕнче иртнĕ анлă канашлура район пуçлăхĕ В.П.Фадеев тĕрлĕ структурăсен ертÿçисене итлерĕ. Çулталăкăн иккĕмĕш кварталĕ вĕçленнĕ май, тунă ĕçсене пĕтĕмлетме те вăхăт. «Коммунальник» МУП пурăнмалли çурт-йĕре хĕле хатĕрлес тĕлĕшпе мĕнле ĕçлет; Тасатакан сооруженисене мĕн сăлтавпа тулли хăватпа ĕçлеттерейместпĕр; Шăмăршă-Баскак çула тăвасси мĕншĕн юлса пырать (бюджетран уйăрнă 4 миллион тенкĕрен пĕр тенки те катăлман-ха);
Çак тата ытти ыйтусене çивĕч лартнă май, район пуçлăхĕ ертÿçĕсене ответлăха çирĕп туймалли пирки тепĕр хут аса илтерчĕ. Çÿлтен укçа уйăрса парасса çеç кĕтсе ларнипе нумай мала каяймăн. Пуçаруллă, хăюллă пулмалла паянхи ертÿçĕсен. Юптарури Шăрчăк тус пек çу кунĕсене «юрласа» çеç ирттерни, ылтăн пек вăхăта çухатни хака ларма пултарать.