02 июля 2008 г.
ТЕ çанталăк айăплă кунта, те хамăр кахалланатпăр – районта выльăх апачĕ хатĕрлесси ерипен пырать. Хальлĕхе хуçалăхсем 550 гектар çинчи нумай çул ÿсекен курăксене çулнă, 240 тонна (25 процент) утă, 600 тонна (35 процент) сенаж хатĕрленĕ.
Синоптиксем уяр çанталăк пуласса шантараймаççĕ, çавăнпа та хĕвеллĕ кашни кунпа туллин усă курмалла. Выльăх апатне ытлă-çитлĕ хатĕрлесен çеç район умри тĕллевсене ăнăçлă пурнăçлама пултарĕ.
Тыр-пул пуçтарса кĕртмелли тапхăр та çывхарать. Хальлĕхе вырмана хатĕрленес ĕç çителĕксĕр пулса пырать -ха. Хуçалăхсенче юсавсăр комбайнсем сахал мар, хăш-пĕр сортировкăсем патне те çын алли пырса перĕнмен.