05 июля 2008 г.
ЧĂННИПЕХ те çав тери илемлĕ, нумайлăха асра юлмалла иртрĕ Акатуй Чаткасра. Юрă-ташă та, спорт ăмăртăвĕсем те кăмăла çĕклерĕç, чи хисеплĕ çынсене халăх умĕнче чысларĕç. Ялти кашни урам хăйĕн пултарулăхне кăтартрĕ.
Чаткассем çурхи ака-суха ĕçĕсене чăн-чăн хресчен пек тирпейлĕ ирттернĕ, уй-хирте чуна савăнтарса тыр-пул çитĕнет. Килти хуçалăхсем те çĕр улми лаптăкĕсене çум курăкран тасатнă, пахча-çимĕç культурисем те аван ÿсеççĕ. Акатуй умĕн «Чи илемлĕ урам», «Чи лайăх килти хуçалăх» конкурс кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ, çĕнтерÿçĕсене уявра парнепе хавхалантарчĕç.
Çапла, ĕçлеме те, савăнма та пултараççĕ «Восход» хуçалăхра вăй хуракансем. Çакăн пек илемлĕ уява йĕркелекенсене тав тума сăмах та çитес çук.