Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çумăр чăрмантарать пулин те

05 июля 2008 г.

ТАХÇАНТАНПАХ çуса тăракан çумăр ял çыннине хытă пăшăрхантарать. Уйрăмах выльăх апачĕ хатĕрлеме йывăр. Хăш-пĕр хуçалăхсенче çулнă курăк çумăр айĕнче йĕпенсе выртать, юрăхсăра тухас хăрушлăх пур.

Çав вăхăтрах районта ырă тĕслĕх те сахал мар. Акă, «Мир» ЗАОра уяр çанталăкра 125 гектар çинчи нумай çул ÿсекен курăксене çулнă, лайăх типĕтсе пухса кĕртнĕ. 130 тоннăна яхăн утта склада упрама хунă, 60 тонна халăха ĕçшĕн валеçнĕ.

Утă çулнă çĕрте Мерванпа Рафик Фахрутдиновсем пысăк хастарлăх кăтартнине палăртмалла. Трактор кĕреплипе Д.Ибрагимов утта тирпейлĕ пуçтарнă, М.Невметов преслакан агрегата тухăçлă ĕçлеттернĕ. Хирти утта склада турттарнă çĕрте Ф.Куропаткинпа В.Паймин водительсем тăрăшуллăх кăтартнă.

Çанталăк уяртсан, хуçалăхра утă хатĕрлес ĕç малалла тăсăлĕ. Çавăн пекех сенаж хывма та палăртнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика