16 июля 2008 г.
ТĔРĔССИПЕ каласан, хамăрăн аякри пĕчĕк яла асфальт çул çитесси пирки эпир ĕмĕтленме те пултарайман. Акă, кÿршĕри Тутарстанри 200-300 килĕллĕ ялсем те çулсăр нушаланаççĕ, урамĕсенче пылчăк çăрăлать. Эпир вара хуть те мĕнле çанталăкра та Шăмăршăна çап-çутă пушмакпа çитме пултарăпăр.
Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырура кăçал республикăра çулсем тума 9 миллиард тенке яхăн укçа уйăрни çинчен пĕлтернĕччĕ. Çакă пире, ял çыннисене, чунтан савăнтарать. Çул вăл – пурнăç, – теççĕ халăхра. Ку чăннипех те çапла. Район пуçлăхĕ В.П.Фадеев çулсене упрама чĕннипе те эпĕ пĕтĕмпех килĕшетăп. Нушапа çĕкленĕ çула çĕмĕрес марччĕ, асфальт ĕмĕрĕ нумая тăсăлтăрччĕ.