19 июля 2008 г.
УЙ-ХИРТЕ вăйлă тыр-пул çитĕнет. Специалистсем каланă тăрăх, кĕр тыррисен тухăçĕ гектар пуçне 25-30 центнертан кая пулмалла мар. Ырашпа кĕрхи тулă хуçалăхсемпе фермерсен хирĕсенче 3500 гектар йышăнать. Çуртрисен лаптăкĕ те кăçал пĕлтĕрхинчен нумайрах – тулă 3700, урпа – 3700, сĕлĕ – 1000, хура тул – 200, пăрçа 100 гектар.
Анчах хирти тырă пÿлмери мар вĕт-ха, ăна алла илес тесен нумай тар тăкма тивет.
Хуçалăхсемпе фермерсен 58 комбайн пур пек шутланать. Çак техникăн çурри ытла кивелсе çитнĕ. Юлашки çулсенче техника паркне çĕнетес тĕлĕшпе ĕçлемеççĕ теме çук: «Исток» ООО, «Колос» Агрофирма» ЗАО вĕр-çĕнĕ Дон-1500, «Канаш» фермер хуçалăхĕ «Нива» комбайнсем туянчĕç. Хальхи вăхăтра «Карла» фермер хуçалăхĕн ертÿçи Г.Макаров пысăк хăватлă «Акрос» комбайн туянма кредит докуменчĕсене хатĕрлет. Çапах та мĕн туянни çителĕксĕр-ха, районта тырă акакан лаптăка ÿстерсе пынă май кашни хуçалăхăнах çĕнĕ техника илесси пирки шутламалла.
Вырмара ĕçлеме комбайнерсем те çитмеççĕ.
Унчченхи ăста кадрсем ватăлса пыраççĕ, çамрăксем кивĕ техникăна юсаса нушаланасшăн мар. Юлнă кунсенче комбайнпа ĕçлеме килĕшекен çынсене шыраса тупмалла, тивĕçлипе тÿлеме тăрăшмалла.
Хуçалăхсенче çунтармалли-сĕрмелли материалсен ыйтăвĕ те çивĕч тăрать. Çакă халĕ, выльăх апачĕ хатĕрленĕ чух те хытă палăрать. «Кустăрма çинчен» заправка тукаланипе тухăçлă ĕçлеймĕн. Топливо туянас тĕлĕшпе васкавлă мерăсем йышăнмалла.
Тыр-пула пухса кĕртнипе пĕрлех, килес çулхи тухăç пирки те паянах шутламалла. Кĕр тыррисене 4070 гектар акса хăварма палăртнă. Пур çĕрте те çĕр хатĕрлессине хăвăртлатмалла, тракторсем çунтармалли-сĕрмелли материалсем çуккипе ĕçлемесĕр ларнă тĕслĕхсем ан пулччăр.