Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » РФ Президенчĕ Дмитрий Медведев июнь уйăхĕн 14-мĕшĕнче «Сĕт тата сĕт продукцийĕн техника регламенчĕ ç

19 июля 2008 г.

Сĕт – чи кирлĕ апат-çимĕç продукчĕсенчен пĕри. Унăн пахалăхĕнчен çыннăн сывлăхĕ чылай килет. Уйрăмах вăл ачасене кирлĕ. Хальлĕхе вара çĕршывăмăрти статистика çакна çирĕплетет: сăвакан ĕнесен йышĕ те, сĕт сăвасси те ÿсмест. Çавăнпа та Раççейре пĕр çын пуçне вăл çулталăкне 30 килограмм кăна лекет. Финляндире вара – 180, Данире 140 килограмм. Вăл çитменнипе типĕ сĕте чикĕ леш енчен туянма тивет. Роспотребнадзор специалисчĕсем пĕлтернĕ трăх, типĕ сĕтре çынна кирлĕ витаминпа микроэлемент çав тери сахал.

Çĕнĕ саккун 2009 çулхи январьте пурнăçа кĕме тытăнĕ. Вăл çĕршывăмăрти çак производствăна тата сĕт-çу комплексне аталантарас ĕçре витĕм кÿмеллех.

Çĕнĕ çулччен вăхăт пур, анчах тумалли те сахал мар. Ку ыйтупа ЧР Ял хуçалăх министерстви «Çавра сĕтел» те йĕркелерĕ. Унта республикăра сĕт туса илекен тата тирпейлекен предприятисен, ăна тĕрĕслесе тăракан организацисен представителĕсем шăпах çĕнĕ саккунпа çыхăннă ĕç-хĕл пирки калаçрĕç. ЧР ял хуçалăх министрĕ Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх, паха сĕтĕн хакĕ те пысăк. Сăмахран, унти белок 3 процентран кая мар, çăвĕ тивĕçлĕ шайра пулсан «Чебоксарский» сĕт комбиначĕ 1 литрне 10 тенкĕпе илет. Çакăн йышши чĕр тавар кунта 30-35 процент таранах килсе тăрать. Районсенчи заводсем пирки апла калаймăн. Етĕрнере, Елчĕкре, Комсомольскинче, Хĕрлĕ Чутайра вăл – 10, Вăрнарта, Патăрьелĕнче, Канашра 2 процентран кăна иртет.

Правительство йышăннă регламент сĕт туса илмелли стандартсене татах ÿстерет. Çавна пула ял хуçалăх таварĕсем туса илекенсен ку отрасльти технологие çĕнетме тивет. Федерацин çĕнĕ саккунĕпе килĕшÿллĕн, вăл пурнăçа кĕме тытăнсан, сĕтре белок 2,89 процент сахалрах тăк ăна йышăнма пăрахĕç. Завода турттарса килсен те каялла ярĕç. Тата сунине унта леçиччен 4 градус таран сивĕтмелле. Анчах совет саманинче вырнаçтарнă оборудованипе çакна пурнăçлама ансат мар. Вăл 80 процент таранах. Урăхла каласан хуçалăх ертÿçисемпе фермерсен тата предпринимательсен сĕт тирпейлекен блоксенче хăйне евĕр «революци» тумалла: оборудование çĕнетмелле, паянхи кун шайĕнчи технологипе улăштармалла. Паллах, патшалăх пулăшĕ-ха, çакна валли çăмăллăх кредит та парĕ.

Çĕнĕ çултан технологи хушнă пек сивĕтмен сĕте йышăнмаççĕ. Çакна пурнăçлас тесен ун чухне ыттисенчен пулăшу ыйтма тивĕ. Ку вара ял хуçалăх таварĕ туса илекеншĕн хушма тăкак.

Сĕт продукцийĕн техника регламенчĕ пурнăçа кĕнĕ май ку енĕпе ветеринари службин, тĕрĕслекен организацисен яваплăхĕ те палăрмаллах ÿсĕ. Стандарта ларманнине, заводра йышăнманнине пасарта та сутма ирĕк памĕç. Мĕншĕн тесен вăл пăрахăçланă продукци пулса тăрать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика