19 июля 2008 г.
ĂШĂ чун-чĕреллĕ çынсем ырă ĕçсемпе палăрни пирки эпир тăтăшах илтетпĕр тата хаçатра вуласа пĕлетпĕр. Ырă ĕçсен çулĕнче ку вăл уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Çак кунсенче ялти библиотекăна П.Н.Свеклов килчĕ. Палтиелĕнче çуралса ÿснĕ, хальхи вăхăтра Шупашкарта пурăнакан, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕнче юрист пулса вăй хуракан ентешĕмĕр вулав çуртне кĕнеке çыххисемпе кĕчĕ. «Хамăр ял библиотекине кĕнекесем парнелес тетĕп-ха», – кăмăллăн пĕлтерчĕ Петр Николаевич, пысăк çыхăсене сĕтел çине хунă май.
Библиотекăна тĕрлĕ отрасльпе çыхăннă 80 ытла кĕнеке парнеленĕшĕн П.Н.Свеклова пĕтĕм чун-чĕререн тав тăватпăр. Петр Николаевичăн пархатарлă ĕçĕ хуласенче пурăнакан ытти ентешсемшĕн те ырă тĕслĕх пулса тăрасса эпир шансах тăратпăр.