19 июля 2008 г.
ЭПĔ 88 çул тултартăм ĕнтĕ, пурнăçра лайăххине те, начаррине те сахал мар курнă. Хамăн пурнăçăма шкулта, урăхларах каласан, вĕрентÿпе воспитани ĕçĕнче ĕçлесе ирттертĕм. Хаçатра хамăн хăш-пĕр шухăшсене çырса кăтартас, вĕсемпе вулакансене паллаштарас тетĕп.
Совет самани вăхăтĕнче «Çыншăн çын – тус, юлташ» текен тарăн шухăшлă ăнлав пурччĕ. Халĕ Тăван çĕршывăмăр рынок условийĕсенче аталанса пырать. Анчах та çÿлерех асăннă пысăк ăнлавăн пĕлтерĕшĕ хуть-хăш саманара та чакмалла мар. Кирек мĕнле обществăлла строй пулсан та, халăхсем пурăнакан обществăра Çынлăх тĕп вырăнта пулмалла. Çынлăх ăнлав ачасем, çитĕннĕ çамрăксем, çемьеллĕ мăшăрсем, ытти мĕн пур граждансем хушшинче малти вырăнта тăмалла.
Пирĕн пурнăçра, наукăра, техникăра мĕнле кăна виçе çук-ши; Тăршшĕне – метрпа, йывăрăшне – килогрампа, температурăна градусникпа виçеççĕ. Гражданинăн çынлăхне мĕнлерех виçепе хакламалла-ха; Эпир пĕлекен, çынна хаклакан виçесем: ĕçчен, наян, сăпайлă, пуян, çăмăлттай, тăмсай, хыткукар, аскăнчăк, хулиган... Çак списока татах та тăсма пулать. Анчах та Çынлăх – чи пĕлтерĕшли.
Çынлăх, паллах, чи малтанах ачасенче çемьере йĕркеленме пуçлать. Ăслă-тăнлă, ĕçчен те сăпайлă ашшĕ-амăшĕ ырă йăласене ачасене пĕчĕкренех вĕрентме пуçлать. Ырă чĕреллĕ, ăшă чунлă, çынна пулăшма, унăн нуши-тертне хăйĕнни вырăнне хурса йышăнма пултаракан çын туслă та ĕçчен çемьере çитĕнет. Çынна пулăшасси чун-чĕре хушнипе пулса пымалла.
Кунта ашшĕ-амăшĕн ырă тĕслĕхĕ малти вырăна тухса тăрать. Енчен те вĕсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе те хисеплесе пурăнаççĕ, пĕрмай ĕçре çаврăнаççĕ, ачисене те пĕчĕкренех ĕçе явăçтараççĕ, пĕр-пĕрне пулăшса пыма хăнăхтараççĕ пулсан, ачасем ырă ĕçсене ăша хывса ÿсеççĕ. Ашшĕ-амăшĕ хăйсен ачисене яланах тимлĕхре тытни, тивĕçлĕ воспитани пани, кÿршĕсене, ытти çынсене сума суни, кирлĕ пулсан, вĕсене хуть хăш енĕпе те пулăшма тăрăшни те ачасенче çынлăх никĕсне çирĕплетсе пыма май парать. «Мĕн акатăн - çав шăтать» тесе ахальтен каламан ĕнтĕ ваттисем.
Паллă ĕнтĕ, ачасенчи ырă енсем шкулта малалла аталанса пыраççĕ. Опытлă педагог урокра, класс тулашĕнчи мероприятисенче воспитани ĕçне тĕллевлĕн те пĕр тикĕс пурнăçлать. Учителĕн хĕрÿллĕ сăмахĕсене итленĕ хыççăн ачасене хушма вăй-хăват кĕрет, унăн пархатарлă сăмахĕсене чăн пурнăçа куçарас, ыттисемшĕн ырă ĕçсем тăвас кăмăл çĕкленет.
Çемьере, шкулта лайăх воспитани илнĕ, пахалăх енĕсене ăша хывса ÿснĕ çын коллективра, обществăра хисеплĕ, ят-сумлă гражданин пулса тăрать. Чĕре ыйтнипе ыттисене пулăшасси, çынна ырă туса хăйне çĕнĕ вăй-хăватпа çирĕплетсе пырасси уншăн пурнăç пĕлтерĕшĕ пулса тăрать. Турă тата çынсем умĕнчи ырă ĕç ырăпа таврăнать. Нумай енĕпе унăн хăйĕн ĕçĕ те ăнăçса пырать.