23 июля 2008 г.
КАШНИ çулах республикăра утă-улăма тата тыр-пула пуçтарнă тапхăрта пушар тухнă тĕслĕхĕсемпе чылай тĕл пулатпăр. Выльăх апачĕ упракан складсем, утă-улăм урисем, тĕрлĕ техника çунаççĕ. Уйрăмах вут-кăвар утта хупă складсенче, вентиляторсемпе типĕтнĕ чухне пушартан сыхланмалли йĕркесене пăхăнманнипе, асăрханусăр пулнипе, ача-пăча шăрпăкпа ашкăннипе тухать.
Ĕççи вăхăтĕнче çакăн пек инкексем ан пулччăр тесен, хуçалăхсен ертÿçисен тыр-пула пухса кĕртекен техникăна яваплă çынсен аллине шанса памалла. Трактористсене, водительсене, комбайнерсене, вĕсен пулăшаканĕсене, çавăн пекех тыр-пула пуçтарса кĕртме хутшăнакан ытти çынсене пурне те хăрушсăрлăх йĕркисемпе паллаштармалла. Инструктаж илмен çынсене ĕçе явăçтарма пачах юрамасть.
Тырă вырнă тата улăма волокушкăпа пуçтарнă вăхăтра трактор глушителĕ çине хĕлхем сÿнтерекен хатĕр лартмалла, вĕсем яланах юсавлă пулмалла. Тырă пухма хутшăнакан агрегатсемпе автомашинăсем çинче пушар сÿнтермелли хатĕрсем пулмалла, кашни комбайн çинче икĕ огнетушитель, кĕреçе, икшер шăпăр, флягăпа шыв тата çĕр çине лексе пыракан сăнчăр пулмалла. Тыр-пула пуçтарнă чухне уй-хир лаптăкĕн калăпăшĕ 25 гектартан иртет пулсан унта ятарласа плуг кăкарнă трактор тытмалла. Уй-хирсенчи улăм урисене, улăм сапаланчăкĕсене çунтарма, кăвайт чĕртме юрамасть.
Кашни хуçалăх уй-хирĕнче, йĕтемсенче талăкĕпех хурал тăрассине йĕркелемелле. Йĕтемсем пурăнмалли çуртсенчен 50 метр, тырă пуссинчен 100 метр айккинерех пулмалла. Пирус туртма ятарлă вырăн уйăрмалла. Çавăн пекех пушар сÿнтермелли хатĕрсем, пичкесемпе шыв тытмалла.
Утă-улăм урисем 150 тăваткал метртан ытла пулмалла мар. Вĕсен хушшине 6 метр сарлакăш вырăн хăвармалла. Урасене электричество линийĕсенчен 15 метр, çул-йĕртен 50 метр аяккарах лартмалла. Утă склачĕсен çывăхĕнче 108 кубла метртан кая мар шыв тытмалла.