23 июля 2008 г.
УЯВ кунхине никамăн та килте ларас килместех пулĕ. Ял кунне уявланă чухне пушшех те. Çакна Çĕнĕ Шăмăршăра курса ĕненме тиврĕ. Ял варринчи клуб умне капăр тумланнă ватти-вĕтти пухăннă. Кунтах шашлăк пĕçереççĕ, ĕçме-çиме сутаççĕ. Пĕчĕкскерсем валли батут та вырнаçтарнă. Савăн та кул, юрла та выля...
Çĕнĕ Шăмăршă ялĕн кунне ялти пултарулăх ушкăнĕ юрă юрласа уçрĕ. Килнĕ хăнасене саламласа вара Шăмăршă ял поселенийĕн пуçлăхĕ В.Андронов сăмах каларĕ. Çавăн пекех чĕннĕ сумлă хăнасем те ял-йыша хĕрÿллĕн уяв ячĕпе саламларĕç.
Çак ялтах пурăнакансене, «Агродор» хуçалăхра вăй хуракансене парнесемпе те чысларĕç. Паллах, ун пек çынсем пурришĕн ял халăхĕ чунтананх хĕпĕртерĕ. Апла пулсан, çĕнĕшăмăршăсем ĕçлеме те савăнма та пултараççĕ. Уяв пурин кăмăлне тивĕçтертĕр тесе ял старости те сахал мар тăрăшни сисĕнет. Н.Стефинов ял халăхĕпе, килнĕ хăнасемпе калаçса-канашласа çеç тăчĕ. Кăмăла хуçакан самантсем ан пулччăр тесе тăрăшрĕ.
Мĕн-мĕн те, юрă-ташăсăр уяв илемĕ çук. Çакна лайăх туйса илнĕ кунта. Çавăнпах пулĕ Çĕнĕ Шăмăршă ялне Шупашкартанах пурте юратакан чăваш эстрада юрăçисене те чĕнсе илнĕ. И.Христофоров, С.Кувшинов, А.Выйгетова, И.Шинжаева юрă хыççăн юрă шăрантарса уява илем кÿчĕç, халăха ташлаттарчĕç.
Спорт ăмăртăвĕсем те хĕрÿ те хаваслăн иртрĕç. Вăйăсенче çĕнтерекенсем пулмарĕç тесе калас килет. Кашни спорт вăййисен тĕсĕнче туслăх çĕнтерчĕ. Ара, урăхла пулма та пултараймасть. Тăванпа тăван, юлташпа юлташ хире-хирĕç тăрса ăмăртнă чух мала тухнисем пулмаççĕ пулĕ.
Ял халăхĕ çак кун киле васкамарĕ. Эстрада юрăçисем кайсан ялти ăста вăйçăсем купăс алла ярса тытрĕç. Чăваш ташши пуçланчĕ вара. Маттур арăмсем такмакларĕç, арçыннисем ура хуçсах ташларĕç.
Тусан кăларса кĕтÿ яла кĕрсен тин урамра çынсем сахалланса пычĕç. Выльăх-чĕрлĕх уява ăнланмасть-çке, ĕнесене сумалла, сурăхсене хупмалла...
Шăмăршă ял поселенийĕн администрацийĕ уява ирттерме пулăшнă спонсорсене – Георгийпе Евгений Кудряшовсене, Инна Александрована, «Агродор» ООО ертÿçине Геннадий Герасимова, Вячеслав Еремеева, Валерий Герасимова, Елена Ларионована, «Батут» вăйă йĕркеленĕ Владимир Павлова, Васанти ачасен «Мерчен» ансамбль ертÿçине Герман Ларшникова чĕререн тав тăвать.