Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Коммуналлă инфраструктурăна аталантарассишĕн

23 июля 2008 г.

ИЮЛĔН 17-мĕшĕнче Шăмăршăра район депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Унта Шăмăршă районĕн 2008-2011 çулсем валли туса хатĕрленĕ коммуналлă инфраструктурăна аталантармалли Программине сÿтсе явса йышăннă.

Программăн тĕп тĕллевĕ – коммуналлă инфраструктура системине реконструкцилесси тата модернизацилесси, халăха паракан коммуналлă çăмăллăхсен пахалăхне лайăхлатасси.

Çак программăпа килĕшÿллĕн, районта пысăк вольтлă «Правда» линин 10 километрне реконструкцилеме, Кивĕ Шăмăршă, Шăмăршă тата Палтиел ялĕсенче 7,3 километр тăршшĕ çĕнĕ электричество сетьĕсем тума, 6 котельная модернизацилеме, 1,3 километр тăршшĕ ăшă сетьĕсене тĕпрен юсама палăртнă.

Çавăн пекех районта 82,99 километр тăршшĕ водопровод тата 2,75 километр канализаци сетьĕсем тумалла. Йăлара усă курнă хыççăн юлакан хытă отходсен Шăмăршăри полигонĕ валли ятарлă техника туянассине те Программăра палăртса хăварнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика