23 июля 2008 г.
ЯЛТА моделлĕ библиотека уçни вулакансене питĕ пысăк пулăшу парать. Вĕсем тавра-курăмне тĕрлĕ енлĕ аталантарма пултараççĕ. Ял поселенийĕн пуçлăхĕ В.Д.Матвеев пирĕн библиотекăна пысăк тимлĕх уйăрать. Вăл тăрăшнипе çĕнĕ сĕтел-пукан туяннă, хăш-пĕр юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ.
Нумаях пулмасть акă Пăчăрлă Пашъел ял поселенийĕн библиотекисем валли çĕнĕ кĕнекесем туянма районти ял поселенийĕсен бухгалтерийĕ 9 пин тенкĕ укçа уйăрса пачĕ.
Ку библиотекарьсемшĕн те, вулакансемшĕн те питĕ пысăк савăнăç. Кĕнекесем районти тĕп библиотекăна килсе çитнĕ ĕнтĕ. Часах вĕсем пирĕн библиотекăн çÿлĕкĕсем çинче вулакансене илĕртсе тăрĕç. Вĕсем çĕнĕ изданисене кăмăллăн алла илсе, хăйсен тĕнче курăмне пуянлатĕç.