Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕнесен кĕтÿри çăлăнăçĕ – шăнкăрчсенче

23 июля 2008 г.

ШĂРĂХ. Хĕртсе хĕвел пăхать. Ÿпресемпе вăрăм тунасемсĕр пуçне пăвансем тухрĕç: вĕттисем тата шултрисем. Пÿрне вĕçĕнчен пысăккисем тĕл пулаççĕ хушăран, «суккăр пăван» та теççĕ вĕсене пирĕн енче. Çилпе çумăртан та хăрамаççĕ вĕсем, вĕçеççĕ те вĕçеççĕ, çын, выльăх çине ларса юн ĕмеççĕ, пĕринне те тиркемеççĕ. Пур çĕрте те пур вĕсем: вăрманта та, хирте те. Ай-яй хытă çыртаççĕ эсреметсем. Çыртнă вырăн шыçăнса каять, нумайччен кĕçĕтсе çÿрет.

Уйрăмах ĕне-пăрăва, лашасене канăç памаççĕ çак пăвансем. Пĕр вырăна сăрса илсе лараççĕ те выльăх çине, ĕмеççĕ кăна юна. Лешĕ ниçта кайса кĕреймест. Пуçне унталла-кунталла пăркаласа, урисемпе тапкаласа, хÿрине пăлтăр-пăлтăр вылятса хăвалать вĕсене. Анчах та лешсем вĕсем çитмен вырăна ларма ăс çитереççĕ. Мĕскĕн ĕне-пăру, лаша чăтаймасăр хÿрине çĕклет те çăлăнăç шырама яла, киле тарать... Çак вăхăтра ăна нимĕнпе хăваласа çитеймĕн, чараймăн.

Пĕррехинче, кĕтÿре пулнă май, манăн акă мĕн курма тÿр килчĕ. Пăвансем тухнă вăхăтра ĕнесем хÿрисемпе çапкалашса, пуçĕсене сулласа курăк çиеççĕ. Çини те çук-ха кунта: те пăвансене хăваламалла, те çимелле. Лешсем каллĕ-маллĕ вĕçеççĕ, çавăнтах ларса юн ĕмеççĕ. Сасартăк таçтан пĕр ушкăн шăнкăрч вĕçсе килчĕ те вĕсем самантрах пăвансене сывлăшрах çăтма пуçларĕç, теприсем ĕнесем çинче лараканнисене çиме тытăнчĕç. Вунă минут та иртмерĕ пулĕ, йĕри-таврашра пĕр пăван та юлмарĕ. Ĕнесем те хаш сывласа янăн туйăнчĕ. Çапла ман умра тĕрлĕ вăхăтра 4 хутчен вĕçсе килсе çисе кайрĕç шăнкăрчсем пăвансене. Вĕсем вĕçсе килнĕ вăхăтра ĕнесем те лăпкă, кĕтсех тăраççĕ тейĕн кайăксене. Пăвансем выльăхсем çумĕнче явăннине пĕлеççĕ пулас шăнкăрчсем. Çук-çук та, вăхăтлăха пулин те ĕнесене канăçлăн çиме пулăшаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика