Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации

Найти

12 ноября 2014 г.

Халăх итлевĕ иртнĕ

Ноябрĕн 10-мĕшĕнче район администрацийĕнче Шăмăршă районĕн 2015-2017 çулсенчи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн прогнозĕн проектне тата районăн çак тапхăрти бюджечĕн проектне сỹтсе явас тĕлĕшпе халăх итлевĕ иртнĕ.

Подробнее...

12 ноября 2014 г.

Тăван уй-хир, сана юратрăм…

Тулта - хура кĕркунне. Çут çанталăк хĕл ытамне кĕме хатĕрленет. Часах акă тавралăх шап-шурă юрпа витĕнĕ. Кĕркунне хресчен кĕлетре мĕн пуррине шутлать.

Подробнее...

12 ноября 2014 г.

Асăрханасси чакнăран кăçал 50 çын путса вилнĕ

Ноябрĕн 10-мĕшĕнче ЧР Правительствин Председателĕ Иван Моторин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертỹçисемпе канашлу ирттернĕ.

Подробнее...

08 ноября 2014 г.

Çĕре упрама вĕренĕпĕр-ши?

"Çĕрсĕр хресчен вăл - тымарсăр йывăç," - тенипе килĕшмесĕр май çук. Çĕр çинче тар тăкакан выçă ларнине курнă-и эсир?

Подробнее...

08 ноября 2014 г.

Грипп ан сарăлтăр тесе

Октябрĕн 28-мĕшĕнче район администрацийĕнче районти эпидемие хирĕç кĕрешекен тата санитари комиссийĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Унта "2014-2015 çулсенчи сезон вăхăтĕнче гриппа ОРВИ чирĕсене хирĕç профилактика ĕçне вăйлатасси çинчен" ыйту пăхса тухнă.

Подробнее...

08 ноября 2014 г.

Туртма пăрахас тесен мĕн тумалла-ха?

Чи малтанах хăвăрăн сывлăха, чуна аркатма чарăнмалла. Мĕншĕн тесен туртни - аркату, хỹтлĕх инстинктне хирĕç пыракан меслетсенчен пĕри.

Подробнее...

08 ноября 2014 г.

Табак туртни çав тери сиенлĕ

Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕн кăтартăвĕсем шухăша яраççĕ: çĕр çинче табак туртнипе пуçланнă чирсене пула çулталăкра 5 миллион ытла çын вилет. Раççейре - çулталăкра 400 пин çын. Тĕнчере çынсен 28 проценчĕ туртать.

Подробнее...

08 ноября 2014 г.

Кĕнеке хыççăн кĕнеке (И.Лисаев писатель çуралнăранпа 75 çул çитнĕ май)

Шăмăршă тăрăхне килсен район хаçачĕн редакцине кĕрсе тухмасăр каймастчĕ вăл. Шăпах çакăнта паллашнăччĕ унпа - чăвашсен паллă писателĕпе Иван Лисаевпа.

Подробнее...

08 ноября 2014 г.

Хăрах ураллă, хăрах алăллă…

Йышлăнччĕ вĕсем вăтăр-вăтăр пилĕк çул каялла. Хамăр редакцире кăна Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем виççĕн - К.С.Смирнов, С.А.Павлов тата А.Н.Шамеев ĕçлетчĕç

Подробнее...

08 ноября 2014 г.

Утмăлта тапать-ха вăй-хăват…

Шупашкарта пурăнакан, хăй вĕрентсе кăларнă Ярăслав хĕрĕ Алена Прокопьева саламлать иккен Федор Николаевича çуралнă кунĕ ячĕпе. Çапла, манмаççĕ хăйсен учительне тăван шкултан вĕренсе тухнисем. Çак кунсенче саламлă çырусем, ырлăх-сывлăх сунса тав туса çырнă телеграммăсем тăтăшах килсе тăраççĕ Васана. Сăлтавĕ паллă: хăйсене математика вĕрентекен учителĕн Федор Николаевич Егоровăн чаплă юбилей - ноябрĕн 6-мĕшĕнче 60 çул тултарать.

Подробнее...

08 ноября 2014 г.

Мĕнле пурăнатăн, предприниматель?

Предприниматель сăмаха вырăсла-чăвашла словарьте "ĕç пуçаруçи, харпăр-хăй укçа-тенкипе суту-илỹ е производство йĕркелекен" тесе куçарнă.

Подробнее...

08 ноября 2014 г.

Эбола пирĕн пата ан çиттĕр…

Лайăххипе юнашарах - япăхи теççĕ. Çук, ан пултăрах ун пекки. Кĕтмен инкеке сирсе яма вара яланах хатĕр пулмалла.

Подробнее...

08 ноября 2014 г.

Професси ăсталăхĕ малти вырăнта

Полици уйрăмĕнчи следстви ушкăнĕнчи сотрудниксен ĕçĕ - чи яваплисенчен пĕри.

Подробнее...

07 ноября 2014 г.

Кĕркуннехи каникул хаваслă иртет

Ноябрĕн 3-мĕшĕнче Шăмăршăри вăтам шкулта ачасен "Веснушки" сывлăх лагерĕ уçăлнă, вăл 19 вĕренекене йышăннă.

Подробнее...

07 ноября 2014 г.

Патшалăх пулăшăвĕпе усă курса

"Çамрăк çемье" программăпа килĕшỹллĕн кăçал пирĕн республикăра миçе çемье свидетельство илĕ-ши? Федераци мĕн чухлĕ укçа уйăрнă-ши?

Подробнее...

07 ноября 2014 г.

Ватă шкул чуна çамрăклантарчĕ

Шăмăршă шкулĕ 175 çул тултарнине паллă тунăранпа темиçе кун иртрĕ пулсан та, кунта курни-илтни паянхи пекех асăмран тухмасть. Нумайлăха асра юлмалла хатĕрленнĕ шкул коллективĕ ку уява.

Подробнее...

07 ноября 2014 г.

Чи лайăх инспектор

Чăваш Енре пушар хăрушсăрлăхĕн чи лайăх инспекторне палăртас енĕпе конкурс иртнĕ. Унта пирĕн районти тĕрĕслесе тăракан уйрăм инспекторĕ, шалти службăн аслă лейтенанчĕ М.Ильин çĕнтернĕ.

Подробнее...

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика