Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации

Найти

14 марта 2015 г.

Ветерансене - медаль…

Шел, черетлĕ Çĕнтерỹ кунне кĕтсе илекен ветерансен йышĕ сахаллансах пырать. Вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнисем, тылра ырми-канми ĕçленĕ ял ĕçченĕсем умĕнче эпир ĕмĕрех пуçа тайма тивĕçлĕ.

Подробнее...

12 марта 2015 г.

Каллех Кубока тивĕçрĕç

Нумаях пулмасть Шупашкарта республикăри медицина ĕçченĕсен командисем хушшинче йĕлтĕрпе чупассипе турнир иртрĕ. Унта пирĕн район больницин пĕрлештернĕ команди те хутшăнчĕ.

Подробнее...

12 марта 2015 г.

Йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ

Кивĕ Шăмăршăра тĕрлĕ уявсем йĕркелесси, спорт ăмăртăвĕсем ирттересси - йăлана кĕнĕ ырă пулăм. Мартăн 8-мĕшĕнче акă Пĕтĕм тĕнчери Хĕрарăмсен кунне халалласа йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ иртрĕ.

Подробнее...

12 марта 2015 г.

Право хуралĕнче - 30 çул

Йĕрке хуралĕнчи сотрудникăн ĕçĕ çăмăлах мар. Унăн ĕç кунĕ миçе сехет тăсăлнине никам та татса калаймасть. Служба тивĕçне пурнăçланă хыççăн киле сĕм-çĕрле таврăннă тĕслĕхсем тăтăшах пулаççĕ.Çĕнĕ Тăрăнти Г.Андреев йĕрке хуралне тăнăранпа кăçал кĕркунне 30(!) çул çитет.

Подробнее...

12 марта 2015 г.

Наркотик - вилĕм!

Шурлăха путакан çын мĕнле асапланнине пĕлетĕр-и эсир? Путма пикениччен те хăрушлăха асăрхамасть. Кайран пĕтĕм шухăшĕ çăлăнасси пирки кăна: алла лекнĕ йывăç туратĕнчен çакланма хăтланать вăл, ура тĕпне тымар лекессе шанса тапаçланать... Наркотик авăрне лекнисем вĕсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмаççĕ.

Подробнее...

12 марта 2015 г.

Чуна çывăх кĕнекесем

Чăваш Республикин Наци библиотеки " Литературăллă Чăваш Ен: чи юратса вуланă кĕнеке - 2013" конкурс ирттересси пирки пĕлтерчĕ. Çак конкурса хутшăнма 2013 çулта пичетленнĕ илемлĕ литература изданийĕсене тăратнă.

Подробнее...

12 марта 2015 г.

Чăвашлăхшăн, малашлăхшăн

Иртнĕ эрне вĕçĕнче районти чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсем Кивĕ Чукалти тулли мар вăтам шкула пуçтарăнчĕç. Уçă уроксен фестивалĕ иртрĕ кунта.

Подробнее...

12 марта 2015 г.

Ман кукка - капитан

Калаçу кунта Ярăслав ялĕнче 1908 çулта вăтам хресчен çемйинче çуралса ỹснĕ Федор Никонович Урмаев çинчен пырĕ. Ф.Урмаев - ман аннен кĕçĕн шăллĕ. Нумай ачаллă çемйере çурма тăлăх ỹснине пăхмасăр, Федор Никонович ырă кăмăллă та ăслă тăн-пуçлă тата питех те тарават çынччĕ.

Подробнее...

12 марта 2015 г.

Ыратсан та, чăтнă, ĕçленĕ чунтан

ВĂРÇĂ... Мĕн чухлĕ хĕн-асап, хурлăх куççулĕ тиесе килмерĕ-ши вăл хăйпе пĕрле? Яла кашни эрнерех фронтран хуйхă çырăвĕсем килетчĕç. Кашни кунах аннесем ирсĕр фашистсене ылханатчĕç, фронтри салтаксене шеллесе куççуль юхтаратчĕç.

Подробнее...

12 марта 2015 г.

Пурччĕ çавăн пек предприяти…

Шăмăршă тăрăхĕнчи вăрмансенчи паха йывăçсенчен тĕрлĕ строительство материалĕсем туса кăларас тĕллевпе, район ертỹçисем тăрăшнипе, 1958 çулхи август уйăхĕнче, Карапай Шăмăршă ялĕпе юнашарах, вăрман хĕрринче, çĕнĕ производство предприятине йĕркелесе янă. Ăна "Шăмăршăри вăрман пункчĕ" тенĕ.

Подробнее...

12 марта 2015 г.

"Чăваш вăрманĕ" наци паркĕ - лидер

"Чăваш Республикинчи туризмла индустри лидерĕсем - 2014" конкурсра "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕ çĕнтерỹçĕсен йышне кĕнĕ.

Подробнее...

12 марта 2015 г.

Ватăласшăн мар-ха чун

Иртет иккен вăхăт, иртет... Камшăн-тăр Мендельсон маршĕ хальтерех кăна янăранă пек. Теприсем вара, вуншар çул каялла çемье çавăрнисем, такмак каласа ташланине, хуткупăс халь-халь çурăлса каясла хаш-хаш тунине паянхи кун та манаймаççĕ.

Подробнее...

12 марта 2015 г.

Уявра пурне те - чечексем

Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ тĕлне çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн ĕçченĕсем хĕрарăм-водительсем валли ятарлă парне хатĕрленĕ - чĕрĕ чечексемпе савăнтарнă.

Подробнее...

12 марта 2015 г.

Çамрăк хресченсем ăмăртĕç

ЧР Вĕренỹ тата ЧР Ялхуçалăх министерствисем, ялхуçалăх академийĕ тата "Çамрăксен технологийĕсем" пĕрлешỹ пулăшнипе республикăра пирвайхи хут хресчен олимпиади иртет.

Подробнее...

12 марта 2015 г.

Вăхăтлăха хупăнать

ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх - апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 30-мĕшĕччен регион тата муниципалитетсен шайĕнчи автоçулсем çинче йывăр транспортшăн вăхăтлăх чару палăртаççĕ.

Подробнее...

12 марта 2015 г.

Шанăç - лайăх вăрлăхра

Хресчен (фермер) хуçалăхĕсем те çитес çулхи тухăç çинчен халех шухăшлаççĕ.

Подробнее...

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика