Иван Николаевич Петров ... Кахăрлă Шăхалĕнче çуралнăскер, 18 çулхи çамрăк, повестка илнĕ те вăрçа тухса кайнă. 1942 çулхи август уйăхĕнче вăл Сталинград фронтне лекнĕ.
Ялта чухне те хăйĕн вăй-халĕпе, хастарлăхĕпе палăрса тăнă йĕкĕт çапăçусенче те «маххă» паман – атакăсене пĕрремĕш çĕкленнĕ тĕслĕхсем те сахал мар пулнă.
Пĕр паллă çар пуçĕ калани пур: «Салтак – тупă ашĕ ( пушечное мясо)». Çак шăпа И. Петровран та пăрăнса иртмен. 1943 çул пуçламăшĕнче ентеш Дон çинче Калач хули çывăхĕнчи чугун çул станцийĕшĕн пынă çапăçура аманнă, йывăр контузи илнĕ.
– Ун чухне вилме те пултарнă, – аса илет халĕ ветеран. – Телее, кĕсьйере хĕрлĕ армеец кĕнеки пулни çăлса хăварчĕ пулинех – снаряд ванчăкĕ ун витĕр те шăтарса тухнăччĕ те...
Госпитальсенче сипленнĕ хыççăн салтак тăван яла таврăннă, колхозра ĕçлеме пуçланă. Çакна каласа хăварни те кирлех пулĕ: Иван Николаевич вăрçă хыççăнхи çулсенче Чăваш АССР Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăх Хисеп Кĕнекине кĕме тивĕç пулнă, нумай çул «Правда» колхоз председателĕ-нче тăрăшнă В.Кошкинпа пĕрле çĕршер гектар çĕр сухаланă, тырă акнă. Колхоза килнĕ ун чухнехи хăватлă ДТ–75 пĕрремĕш трактора та шăпах вăрçă ветеранне шанса панă.
Колхозри пилорамăра та чылай ĕçленĕ Иван Николаевич, çынсене паха материалсем хатĕрлесе парса савăнтарнă.
Шăвать çав вăхăт: тин çеç вун çиччĕре пекчĕ те – паян вара тăхăр теçетке урлă каçнă та. Хыçа юлнă çулсем ... Мĕн чухлĕ аса илÿ...
Ветерансене хисеплесси – пирĕн пархатарлă тивĕç. Вĕсене тăванĕсем çеç мар, ыттисем те манмаççĕ. Юбилей ячĕпе вăрçăпа ĕç ветеранне И. Петрова район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В.Никифоров, халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай ертÿçи Н.Ендиеров, Пуянкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Кузьмин саламларĕç.
... Тĕрлĕ наградăсем ахаль те сахал мар Иван Николаевичăн. Халĕ вĕсен çумне Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Тав Çырăвĕ те хутшăнчĕ.
Б.МИШКИН.