Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации

Найти

29 января 2014 г.

Вĕренни – ытлашши мар

Ĕçлекен çынсен, уйрăмах ертÿçĕсен, пĕлĕвĕ тĕрлĕ енлĕ пулмалла: ĕç сыхлавĕн ыйтăвĕсене лайăх пĕлни кирлĕ.

Подробнее...

29 января 2014 г.

Канашра та малта

Канашра «КЭС-Баскет» шкулсен баскетбол лигин Чăваш Республикин зонăри вăййисем пулса иртнĕ. Унта тепĕр тапхăра путевка çĕнсе илессишĕн Патăрьел, Комсомольски, Шăмăршă, Елчĕк, тата Тăвай районĕсенчи шкулсенче вĕренекен хĕрачасем тупăшнă.

Подробнее...

29 января 2014 г.

Ăмăртусем иртеççĕ

Çак кунсенче Шăмăршăри вăтам шкулта кире пуканĕ йăтакансен районти ăмăртăвĕ пулса иртрĕ.

Подробнее...

29 января 2014 г.

Ачасем çураласси – пĕр шайрах

Район администрацийĕн ЗАГС пайĕнче 2013 çулта граждăнла 599 акт çырса хатĕрленĕ. 2012 çулхипе танлаштарсан, ку вăл 20 нумайрах.

Подробнее...

29 января 2014 г.

Вĕренÿре те, спортра та маттур

Дария Семенова Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паркан вăтам шкулта 10-мĕш класра вĕренет. Унăн пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ: вĕренÿре пур предметсемпе те «пиллĕк» паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пырать, спортра та малтисен ретĕнче, художество ăсталăхĕ те яр-уççăн палăрса тăрать…

Подробнее...

29 января 2014 г.

Тата хитререх ÿсĕç

Ялсем тирпейлĕ те илемлĕ, таса пуласси хамăртан килет. Ку тĕлĕшпе карапайшăмăршăсенчен ырă тĕслĕх илмелли сахал мар – чун савăнать.

Подробнее...

29 января 2014 г.

Хутшăнăр, çĕнтерĕр

Чăваш Республикинчи Ĕçлекен çамрăксен канашĕсен пĕрлĕхлĕ эмблемине хатĕрлес тĕлĕшпе республикăра кăçал пуçламăш хут конкурс иртет. Унта 35 çула çитичченхи кашни çамрăках хутшăнма пултарать.

Подробнее...

29 января 2014 г.

Пĕрре хыççăн – иккĕмĕш

Аистсем хĕлле вĕçмеççĕ тени тĕрĕс мар иккен – вĕсем пирĕн тăрăха çак тапхăрта та çунат çумне çунат хушса вĕçсе килеççĕ. Ахальтен мар иккен: çут тĕнчене çĕнĕ пепке килни пирки ырă хыпар çитереççĕ.

Подробнее...

29 января 2014 г.

Пособи виçи ÿснĕ

Социаллă страховани фончĕн районти уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх, кăçал пĕрремĕш ачана пăхакан хĕрарăмсене уйăхсерен 2,6 пине яхăн тенкĕ параççĕ.

Подробнее...

29 января 2014 г.

Çамрăк амăшĕсем валли

РФ Правительстви патшалăх аслă вĕренÿ заведенийĕсенчи хатĕрленÿ уйрăмĕнче 23 çул тултарман ачаллă амăшĕсене вĕрентме майсем туса парас енĕпе эксперимент ирттерет.

Подробнее...

25 января 2014 г.

Илепер, сана аса илĕпĕр…

Хушаматсем пĕр пекки те пĕрлештеретчĕ пулас пире: иксĕмĕр те – Михайловсем. Тепĕр пулăм: вăл та, эпĕ те тĕрлĕ çулсенче Вăрнарти совхоз-техникумра вĕреннĕ. Вăл – зоотехник, эпĕ – агроном. Тепĕр çыхăну – хаçатçăсем пулни.

Подробнее...

25 января 2014 г.

Пурнăç пĕлтерĕшĕ – ĕçре

Асанкассинчи Николай Николаевичпа Анна Васильевна Драгуновсем – ялти хисеплĕ ĕç ветеранĕсем. 2014 çул вĕсемшĕн хăйне евĕр хаклă пулăмсемпе – сумлă юбилейсемпе палăрса юлать. Çак кунсенче кил хуçи 80 çул тултарчĕ. Унăн мăшăрĕ те январĕн 27-мĕшĕнче хăйĕн 80 çулхи юбилейне паллă тăвать. Апрельте вара Николай Николаевичпа Анна Васильевна туслă çемье çавăрнăранпа 60 çул çитет.

Подробнее...

25 января 2014 г.

«Çуттине» ĕçнĕ – çĕмрен пек «вĕçнĕ»

ЯнварĔн 17–19-мĕшĕсенче республикăра «Ÿсĕр водитель» профилактика операцийĕ иртрĕ. Çав кунсенче районти полици уйрăмĕн ГИБДД службин сотрудникĕсем вăйлатнă режимпа ĕçлерĕç.

Подробнее...

25 января 2014 г.

Инкек ан килтĕр кил-çурта

Вут-Çулăмпа асăрханусăр пулни, электрохуçалăхри требованисене пăхăнманни, газ приборĕсемпе усă курнă чухне хăрушсăрлăх йĕркине пăсни пушар тухасси патне илсе пырать.

Подробнее...

25 января 2014 г.

Алăсене ирĕке ярсан…

Преступлени çулĕ çине тăракансен шучĕ районта çав-çавах чакмасть-ха. 2012 çулта вĕсем пурĕ 139 преступлени тунăччĕ, 2013 çулта вара – 150. Урăхларах каласан, преступлени тăвасси пĕлтĕр 7,9 процент чухлĕ ÿснĕ. Тÿнтерле ĕçсен 85,5 процентне тăрă шыв çине кăларнă, преступлени çулĕ çине тухнисем тĕлĕшпе тивĕçлĕ мерăсем йышăннă.

Подробнее...

25 января 2014 г.

Шăмăршăсем – балра

Январĕн 20-мĕшĕнче Шупашкарти ачасемпе яшсен пултарулăх керменĕнче бал ташшисен конкурсĕ иртнĕ. Унта республикăри кадет класĕсенче вĕренекен 20 команда хутшăннă. Асăннă конкурсра пирĕн район чысне Шăмăршăри вăтам шкулти 6-А кадет класĕ чыслăн хÿтĕленĕ.

Подробнее...

25 января 2014 г.

Культурăпа кану центрĕн директорĕ

Карапай Шăмăршăри Г. Лукьянова (хĕр чухнехи хушамачĕ) пĕчĕкренех илемлĕ литература вулама юратнă. Çак туртăм унра библиотекарь пулас ĕмĕт çуратнă. 1976 çулта ялти вăтам шкултан вĕренсе тухсан Галя Çĕрпÿри культурăпа çут ĕç училищин библиотекарьсем хатĕрлекен уйрăма кайса кĕнĕ.

Подробнее...

25 января 2014 г.

Хĕл хыççăн – çуркунне

Кĕркунне хĕле, хĕл çуркуннене улăштарать. Ял çыннин вара кашни тапхăрах çине тăрса хатĕрленмелле: мăн асаттесемех пире çулла çуна, хĕлле урапа хатĕрлеме хушнă.

Подробнее...

25 января 2014 г.

Ĕçлеме çеç ан ÿркен

«Шăмăршă районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр» хысна учрежденийĕ çынсене ытти регионсенче те ĕç тупса парассишĕн тимлет.

Подробнее...

25 января 2014 г.

Ветерана – Президент Çырăвĕ

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннисен йышĕ чаксах пырать. Ветерансене – чыс та хисеп, вĕсен умĕнче яланах пуçăмăрсене таятпăр. Пысăк парăмлă эпир Сирĕн умăрта: пирĕн паянхи пурнăçшăн, пуласлăхшăн шăпах эсир вут-çулăмра юн юхтарнă, вилĕ-мпе куçа-куçăн хирĕç тăнă – çавах та парăнман.

Подробнее...

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика