Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации

Найти

15 января 2014 г.

Юмах çыратпăр хамăрах

Чăваш радиора «Чăваш радио Çĕнĕ çул тĕлне» уяв акцийĕн итогĕсене пĕтĕмлетнĕ. Икĕ конкурс пулнă унта. Малтанхи «Журналист радио итлекен куçĕ- пе» темăпа иртнĕ. Пĕрре те ансат мар: микрофон умĕнче ларакан радио журналиста хăв куçусемпе курмасăр мĕнле хаклăн-ха; Пулать иккен: кунта фантази кирлĕ. Çынна нумай чухне ун сасси тăрăхах вăл мĕнлине пĕлме май пур.

Подробнее...

15 января 2014 г.

Канчĕç, савăнчĕç

Районти культура аталанăвĕн центрĕн тата Шăмăршă ял тăрăхĕн тĕп библиотекин специалисчĕсем Çĕнĕ Шăмăршă, Энтĕрьел ялĕсенче, Канаш, Баскак тата Мулла паççулккисенче Çĕнĕ çулăн хăйне евĕр интереслĕ шоу-программине кăтартрĕç.

Подробнее...

15 января 2014 г.

Вĕсем – стипендиатсем

КĂÇАЛ та, яланхи пекех, вĕренÿри, наукăпа пултарулăх ĕçĕнчи, производствăри, управлени ĕçĕ-хĕлĕнчи пысăк çитĕнÿсемпе ÿсĕмсемшĕн 1000 çамрăк уйăхсерен Республика Пуçлăхĕн ятарлă стипендине илсе тăрĕç. Вĕсен хушшинче шăмăршăсем те йышлă . Çаксем вĕсем, пирĕн районти чи маттурисем:

Подробнее...

15 января 2014 г.

Хĕлле те такăр

Тĕрлĕ йышши транспорта та, çынсене те такăр , таса çулсем кирлĕ. Хĕллехи вăхăтра – уйрăмах. Кăçал хальлĕхе юр ытла нумаях çумарĕ пулин те, юр тасатакан техника ир пуçласа каçчен ĕçре темелле.

Подробнее...

15 января 2014 г.

Усăллă тĕл пулу

Вут-Çулăм тухасран пирĕн питĕ асăрханса пурăнмалла. Тимлĕхе çухатсан пушар кил-çурт, хуралтăпа мунча вырăнĕнче кăмрăк-кĕл купи хăварма пултарать. Çавна май пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пĕлни, вут-çулăма сÿнтермелли хатĕрсемпе усă курма хăнăхни пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Подробнее...

15 января 2014 г.

Сыв пул терĕç Кивĕ Çĕнĕ çул

ТИН кăна Çĕнĕ çулпа Раштав уявĕсене паллă турăмăр пек. Сисмерĕмĕр те – Кивĕ Çĕнĕ çул та хыçа юлчĕ. Палтиелсем вара ăна ялти Культурăпа кану центрĕн- че уявларĕç. Çак ятпа пухăннисене Михаил Архангел ячĕллĕ чиркÿ настоятелĕ Георгий атте саламларĕ, пурне те телей, ăнăçу, пурнăçра лайăххине кăна сунчĕ.

Подробнее...

11 января 2014 г.

11 января - День заповедников и национальных парков

Заповедники и национальные парки — особо охраняемые природные территории — сегодня, пожалуй, единственный способ уберечь от гибели хотя бы небольшую часть дикой природы и животного мира. Впервые День заповедников и национальных парков начал отмечаться в 1997 году по инициативе Центра охраны дикой природы и Всемирного фонда дикой природы.

Подробнее...

11 января 2014 г.

Баскетболла вылярĕç

Хĕллехи каникул кунĕсене Шăмăршăри вăтам шкулта вĕренекенсем тата выпускниксем хаваслă ирттерчĕç.

Подробнее...

11 января 2014 г.

Паян та юратса вулаççĕ

Юратса вулаççĕ «Çынсен пысăк пайĕ хăй мĕн тума пултарнин ирĕкĕнчен тухма, хăтăлма тăрăшмасть: хăйсен пурнăçĕнче вĕсем хăйсенче мĕнлерех вăй пуррине те пĕлесшĕн мар. Çакă вăйсăрлăх пек те туйăнать. Çавах та ху мĕнлерех çын пулнине пĕлмесĕр пурăнни кÿрентерет».

Подробнее...

11 января 2014 г.

Кану каçĕ

Темиçе ĕмĕр каялла пирĕн çĕр-шывра çулталăк хальхи пек январь уйăхĕнчен мар, мартран пуçланнă. Русь грексенчен православи христианĕсен тĕнне илсен çулталăк пуçламăшне сентябрĕн 1-мĕшĕнчен палăртма тытăннă.

Подробнее...

11 января 2014 г.

Чи вăйлисем, маттуррисем

Иртнĕ вырсарни кун, районта хĕллехи спорт сезонĕ уçăлнă тĕлне, çанталăк та йĕлтĕрсем лайăх шуччĕр терĕ пулас – юр та çуса иртрĕ. Кăçалхи малтанхи спорт ăмăртăвĕсем «Çулталăка хăвăн сывлăхушăн тăрăшнипе пуçла» девизпа иртрĕç. Пĕрлехи сывлăхпа спорт кунĕ ăнăçлă иртрĕ темелле.

Подробнее...

11 января 2014 г.

Олимпиадăна – чăваш юрри-кĕввипе

Чăваш патшалăх филармонийĕ çумĕнчи «Çавал» ансамбле йĕркеленĕренпе 36 çул иртнĕ.

Подробнее...

11 января 2014 г.

Çĕнĕ лавкка уçăлчĕ

Суту-илŸ ĕçĕпе пурăнакан Любимовсем пирки районта ырă ят çÿрет. Кил хуçи, Виталий Александрович, аслă пĕлÿ илнĕскер, маларах ят-сумлă специалист пулнă, ертÿçĕ ĕçĕнче те пултарулăхпа, сăпайлăхпа палăрса тăнă. Унăн мăшăрĕ те, Наталья Германовна,– ырă çын. Вăл нумай çул Шăмăршă вăтам шкулĕнче ачасене професси ăсталăхĕпе вырăс чĕлхипе литературине вĕрентрĕ.

Подробнее...

11 января 2014 г.

Илемлĕн «çутатрĕ» сăваплă «çăлтăр»

Христос çуралнă кун – православи христианĕсен чи пысăк уявĕсенчен пĕри. Илемлĕх мелĕсемпе усă курса пире Çăлаканăн аслăлăхне, мухтавлăхĕпе чапне сцена çинче сăнласа кăтартасси пирĕн районта çирĕп йăлана кĕнĕ. Кăçал январĕн 8-мĕшĕнче Шăмăршă районĕн культура аталанăвĕн центрĕнче «Раштав çăлтăрĕ» фестиваль çиччĕмĕш хут иртрĕ ĕнтĕ.

Подробнее...

11 января 2014 г.

Пĕрремĕш пепке

Энтĕрьел ялĕнче пурăнакан Андрей Николаевичпа Светлана Федоровна Кирпичниковсен çемйинче 2014 çулта районти пĕрремĕш пепке çуралнă.

Подробнее...

11 января 2014 г.

Татиана чиркĕвĕнче – Раштав кĕлли

Январĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа Раштав кĕллинче пулнă. Ăна Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава Шупашкар хулинче Пукрав Татиана чиркĕвĕнче ирттернĕ. ЧР Наци телерадиокомпанийĕ служба пынине тÿрремĕнех трансляциленĕ.

Подробнее...

11 января 2014 г.

Йĕрке хуралĕнче

Чăваш АССР прокурорĕн 1935 çулхи октябрĕн 4–мĕшĕнчи 180–мĕш номерлĕ приказĕпе килĕшÿллĕн çак çулхи октябрĕн 13–мĕшĕнчен В.И.Колпанов Шăмăршă районĕн прокурорĕн тивĕçне пурнăçлама тытăннă. Çакна сыхланса юлнă документсем çирĕплетеççĕ. Вăл вăхăтра прокуратура штачĕ те пысăк пулман, унта прокурор, следователь, конюх тата уборщица пулнă.

Подробнее...

01 января 2014 г.

Состояние пожарной безопасности

За 12 месяцев 2013 года на территории Шемуршинского района зарегистрировано 16 пожаров (за АППГ 15 пожаров): принесший материальный ущерб на сумму 2274000 рублей (за АППГ 1137610 рублей): на пожаре погибших нет: травмировано 2 человека (за АППГ погибших и пострадавших нет). Огнем уничтожено 4, повреждено 6 строений (за АППГ уничтожено 4, повреждено 8 строений), уничтожено 2 и повреждено 3 техники.

Подробнее...

01 января 2014 г.

Ырă пулăмсем савăнтараççĕ

Вăхăт сисĕнмесĕрех малалла шăвать. Акă 2013 çул хыçа юлчĕ ĕнтĕ.

Подробнее...

01 января 2014 г.

Хресчен нихçан та пуç усмасть

Çулпа Çул нихăçан та пĕр пек килмест: çумăрсем çумалли вăхăтра шăрăх вĕтĕлет, уяр çанталăк кирлĕ – йĕпе-сапа тарăхтарать. Кăçалхи çанталăк условийĕсем те çĕр ĕçченĕ-сене савăнтарсах каймарĕç.

Подробнее...

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика