Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации

Найти

14 декабря 2013 г.

Фермер хуçалăхĕнче – экскурсире

«Пулас профессие паянах суйлатпăр», – теççĕ Виçпÿрт Шăмăршăри пуçламăш шкулта вĕренекенсем.

Подробнее...

14 декабря 2013 г.

Мария калавĕ – чи лайăххи

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН Вĕренÿ министерствин шкул тулашĕнчи ĕçсен «Эткер» центрĕ Раççей Федерацийĕн Конституцине йышăннăранпа çирĕм çул çитнине халалласа ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри конкурсăн Чăваш Енри тапхăрĕн итогĕ-сене пĕтĕмлетнĕ.

Подробнее...

14 декабря 2013 г.

Георгиевски балра – иккĕмĕш

Нумаях пулмасть Шупашкарти ачасемпе çамрăксен керменĕнче кадетсен регионсем хушшинчи бал ташшин VII конкурсĕ иртрĕ. Кадетсен Георгиевски балĕнчи вальс юхăмĕнче Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти кадетсем те илемлĕ хусканусем туса çаврăнчĕç.

Подробнее...

14 декабря 2013 г.

Пĕрлешÿре – халăх вăйĕ

ХАЛĂХ хушшинче пысăк пĕлтерĕшлĕ каларăшсем нумай сарăлнă, вĕсем питĕ вăйлă, ăслă сăмахсем. «Пĕччен суран – типсех пырать, халăх сурать – кÿлĕ пулать», – теççĕ ваттисем. Ку, чăнах та, питĕ тĕрĕс.

Подробнее...

14 декабря 2013 г.

Хуралта – ирĕклĕ пушарниксем

100–ФЗ номерлĕ Федераци законне пурнăçласа районта ирĕклĕ пушар хуралĕн 19 подразделенине йĕркеленĕ, вĕсем 141 çынна пĕрлештерсе тăраççĕ.

Подробнее...

14 декабря 2013 г.

Шăмăршăсем – республика чемпионĕсем

Кăçалхи ноябрь-декабрь уйăхĕсем Шăмăршăри ачасемпе çамрăксен «Туслăх» спорт шкулĕнче хăйсен ăсталăхне дзюдо тата самбо секцийĕнче туптакансемшĕн питĕ хĕрÿ иртрĕç.

Подробнее...

14 декабря 2013 г.

В.Шуряков – абсолютлă чемпион

Тĕнче тата Европа чемпионĕ, Раççей спорт мастерĕ, районăн хисеплĕ гражданинĕ, Шăмăршăра пурăнакан В.Шуряков хăйĕн спорт формине яланах тивĕçлĕ шайра тытса тăрать.

Подробнее...

14 декабря 2013 г.

Чăрăшсене сыхлар

Çĕнĕ çул çывхарас умĕн кашни çемье кил-çурта илемлетме тăрăшать. Илемлетеççĕ тени, чĕрĕ чăрăшсене касмаллине пĕлтермест. Темиçе куншăн эпир вунă-вун пилĕк çул ÿснĕ чăрăшсене касма хатĕр. Çулсерен миçе миллион йывăç сая каять-ши; Паллах, ытларах чухне чи илемлĕ те хитре чăрăшсене браконьерсем сиен кÿреççĕ. Вĕсем хăйсен культурăсăрлăхне, варварлăхне кăтартаççĕ. Çут çанталăк илемне сая яриччен чи малтанах шутласа илес пулать...

Подробнее...

14 декабря 2013 г.

«Ман алăра факел тата çутăрах ялкăшĕ», – тет И.Музыкантова

ПУРТЕ пĕлетпĕр ĕнтĕ: çĕр-шывра Олимп çулăмĕн эстафети пырать. Декабрĕн 27-мĕшĕнче вăл Чăваш Республикин тĕп хулине – Шупашкара килсе çитмелле. Факела камсем йăтса чупасси те паллă ĕнтĕ. Çак юхăма хутшăнакансемшĕн – кашни тапхăрĕ яланлăха асра юлмалли пулăм.

Подробнее...

14 декабря 2013 г.

Чакнă, ÿснĕ…

Район администрацийĕ суту-илÿ предприятийĕсенче апат-çимĕç продукчĕсен хакĕ-сен черетлĕ мониторингне ирттернĕ. Вăл кăтартнă тăрăх, юлашки вăхăтра çак продуктсен хакĕсем чакни курăнать:

Подробнее...

14 декабря 2013 г.

Айăплаççĕ, явап тытаççĕ

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин вăрман хуçалăхĕсенче лăсăллă йывăçсене саккуна пăсса касассинчен сыхламалли мероприятисем пуçланчĕç. Кăçалхи декабрĕн 1–мĕшĕнчен пуçласа вăрман ĕçченĕсем йĕрке хуралĕн органĕсемпе пĕрле талăкĕпех сыхлав ĕçĕсене хутшăнаççĕ. Çĕнĕ çул уявĕ умĕн çак ыйту уйрăмах актуаллă шутланать.

Подробнее...

14 декабря 2013 г.

Мускавра, Патшалăх Думинче

НУМАЯХ пулмасть Чăваш Республикинчи çамрăксен суйлав комиссийĕн членĕсемпе ĕçченĕсем Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин Федераллă Пухăвĕнче пулса курчĕç. Делегаци йышĕнче – пирĕн районти çамрăксен суйлав комиссийĕн председателĕн çумĕ Наталия Богатнова тата «И.Р.Алиуллов» хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертÿçи Ильдар Алиуллов.

Подробнее...

11 декабря 2013 г.

Çын чунпа илемлĕ

КАХĂРЛĂ ШĂХАЛĔНЧЕ çуралса ÿснĕ, халĕ Пуянкассинче пурăнакан Галина Андреева çут тĕнчене килнĕренпе 55 çул çитрĕ. Çур ĕмĕр ытла пурнăç илемĕпе савăнса пурăнать вăл çĕр çинче.

Подробнее...

11 декабря 2013 г.

Прививка грипран хÿтĕлет

Шăмăршăри медицина учрежденийĕсенче грипа хирĕç вакцина тăвас ĕç пуçланнă. Вакцинăсене кирлĕ чухлĕ кÿрсе килнĕ, çавна май кăмăл тăвакансем хăйсен сывлăхне хÿтĕлеме, грипран прививка тутарма пултараççĕ.

Подробнее...

11 декабря 2013 г.

Сывлăх – хамăр алăра

Вируслă В гепатитăн мишенĕ – пĕвер. Çак вируса пула çынсен пĕверĕн шыççи (рак печени) 60 процент таранах пулать.

Подробнее...

11 декабря 2013 г.

Диабет – ерипен аталанакан чир

Сахăр диабечĕ организмра вăраххăн аталанса пырать. Çын хăйне начар туять, хăвăрт ывăнать, шыв час-часах ĕçес килет пулсан, ÿт кĕçĕтсен, тăтăшах туалета (çăмăлпа) каяс килсен – çаксем пурте сахăр шайĕ пысăк пулнине çирĕплетекен паллăсем. Шел, ку паллăсене çынсем ватăлма пуçланипе çыхăнтараççĕ, диабет чирĕ аталаннине шута хумаççĕ.

Подробнее...

11 декабря 2013 г.

Усăллă семинар

«ЧĂВАШ ВĂРМАНĔ» наци паркĕн халăха экологи пĕлĕвĕ парас тĕлĕшпе ĕçлекен пайĕ тата Шупашкарти «Карăш» экологипе биологи центрĕ пуçарнипе наци паркĕнче вырăна тухса йĕркеленĕ «Чăваш Республикинчи уйрăмах сыхласа упракан çут çанталăк территорийĕ-сем» экологи семинарĕ виççĕмĕш хут пулса иртрĕ.

Подробнее...

11 декабря 2013 г.

Шăмăршăсем – иккĕмĕш

Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» политика партине йĕркеленĕренпе 12 çул çитнине халалласа, шăмат кун, декабрь уйăхĕн 7-мĕшĕнче Шупашкарти педагогика университечĕн спорт комплексĕнче «Единая Россия» партин Чăваш Ен регионĕнчи уйрăмĕн призне çĕнсе илессишĕн ишевçĕсен ăмăртăвĕ иртнĕ. Унта республикăри пур районсенчен партин вырăнти уйрăмĕсен 26 команди хутшăннă.

Подробнее...

11 декабря 2013 г.

Кашни ыйтăвах – пĕлтерĕшлĕ

ХАЛЬХИ вăхăтра районти тĕп тĕллевсем – приоритетлă наци программисене пурнăçласси. Район администрацийĕнче администраци пуçлăхĕн çумĕсемпе, структура уйрăмĕсен ертÿçисемпе, организацисемпе учрежденисен ертÿçисемпе ирттернĕ черетлĕ канашлура район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев шăпах çак ыйтусем çинче ытларах чарăнса тăнă.

Подробнее...

11 декабря 2013 г.

Чăваш Ен – чи лайăх регионсен шутĕнче

Декабрĕн 4-мĕшĕнче РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев патшалăх тата муниципаллă пулăшусем паракан нумай функциллĕ центрсен аталанăвĕн ыйтăвĕсем тăрăх видеоселекторлă канашлу ирттернĕ.

Подробнее...

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика