Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации

Найти

27 ноября 2013 г.

Шупашкарта – район ентешлĕхĕн уявĕ

ШУПАШКАРТА, Трактор тăвакансен керменĕнче Шăмăршă районĕн ентешлĕхĕн уявĕ иртнĕ.

Подробнее...

27 ноября 2013 г.

Техникăна – управа

Патшалăх техника тĕрĕслевĕн тата ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн специалисчĕсем тĕрлĕ харпăрлăхри хуçалăхсенче техникăна хĕл каçма упрама мĕнле лартнине, мастерскойсенче юсав ĕçĕсене пуçăнма хатĕррипе хатĕр маррине, ĕç вырăнĕсенче хăрушсăрлăх техникин правилисене еплерех пурнăçланине тĕрĕсленĕ.

Подробнее...

27 ноября 2013 г.

Условисем лайăхланаççĕ

РАЙОН администрацийĕн пĕрремĕш çумĕ – строительствопа пурăнмалли çурт-йĕр пайĕн ертÿçи В.Никифоров ертсе пынă комисси авариллĕ çуртсенче пурăнакансене куçарма палăртнă икĕ хутлă нумай хваттерлĕ çĕнĕ çурта тĕрĕсленĕ, эксплуатацие пама çуртра пахалăх нормативĕсене мĕнле пурнăçланипе паллашнă.

Подробнее...

27 ноября 2013 г.

Ĕçлĕ ыйтусем тавра

ТУНТИ КУН район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев ирттернĕ видеоконференцие хутшăннă.

Подробнее...

23 ноября 2013 г.

Çуратнăшăн, ÿстернĕшĕн

Чи малтанах çакна каласа хăварар. «Ача амăшĕ героиня» ята СССР Аслă Совечĕн Президиумĕ 1944 çулхи августăн 18-мĕшĕнче çирĕплетнĕ. Çак ята нумай ача çуратса пăхса ÿстернĕ хĕрарăмсене панă, хисеплĕ чыса тивĕçнисене «Ача амăшĕ героиня» орденпа тата СССР Аслă Совечĕн Президиумĕн Грамотипе наградăланă. Ордена ылтăнпа кĕмĕлтен хатĕрленĕ.

Подробнее...

23 ноября 2013 г.

Илемлĕ юрларĕç, килĕшÿллĕ ташларĕç

ПĔТĔМ тĕнчери Ача кунне тата Раççейри Анне кунне халалласа Шăмăршăра – районти культура аталанăвĕн центрĕнче ача сачĕсен воспитанникĕсем хушшинче «Мисс Шемуршиночка – 2013» конкурс иртрĕ.

Подробнее...

23 ноября 2013 г.

Аннесене чысларĕç

Юн кун, Анне кунĕ умĕн, районти ЗАГС пайĕнче ачасене усрава тата опекăна илнĕ хĕрарăмсене чысларĕç. Çуратакана мар, пăхса çитĕнтерекене анне теççĕ. Шăпах çак чăнлăх тĕпре пулчĕ çак кун.

Подробнее...

20 ноября 2013 г.

"Орлаша" вĕçсе килчĕ

«Чăваш вăрманĕ» наци паркĕ яланах пурне те хапăл. Акă, нумаях пулмасть кăна-ха кунта хĕвел ăмăрт кайăкĕн чĕппи Орлаша «вĕçсе» çитрĕ.

Подробнее...

20 ноября 2013 г.

Хисеплет ăна ял-йыш

Кахăрлă Шăхалĕнче çуралса ÿснĕ В.Борисова 32 çула яхăн бухгалтер ĕçне пурнăçлать. 2002 çулта Владимир хулинчи техникумран бухгалтер дипломне алла илсен «Правда» колхозра (халĕ «Колос» акционерсен хупă обществи) ĕçлеме тытăнать.

Подробнее...

20 ноября 2013 г.

Савăнăç кÿреççĕ çынсене

Сывă шăлсем çынна савăнăç, сăн-питне илем кÿрсе тăраççĕ. Шел, çулсем иртнĕçемĕн вĕсем тĕпренме пуçлаççĕ е катăлаççĕ. Вăхăт шунă май, пломба лартнисене те, хуралнăскерсене, ирĕксĕрех кăларттарма тивет. Чир-чĕре пула хăрнă шăлсенчен те хăтăлма тăрăшатпăр.

Подробнее...

20 ноября 2013 г.

Шупашкарта, савăнăçлă пухура

Раççей Федерацийĕн Шалти ĕçсен министерствин полицин участковăй уполномоченнăйĕсен органĕсен ĕç-хĕлне йĕркелесе янăранпа ноябрĕн 17-мĕшĕнче 90 çул çитрĕ.

Подробнее...

20 ноября 2013 г.

Текех пуçран шăлмаççĕ

ТАБАК эпидемийĕнче пурăнатпăр эпир. Çавăнпа табак туртассине хирĕç кĕрешекен патшалăх политики концепци хатĕрлесе çитернĕ.

Подробнее...

20 ноября 2013 г.

Профессие ху суйла

КИЛĔШЕКЕН профессие суйласа илни – пурнăçри хăйне майлă пулăм. Малашнехи кун-çул вара шăпах çакăнтан нумай килет. Тепĕр чухне çак утăма тума çамрăксене аслăраххисен те пулăшма, канаш пама тивет.

Подробнее...

20 ноября 2013 г.

Кĕр сăри уявне кăтартрĕç

Ноябрĕн 15-мĕшĕнче районти культура аталанăвĕн центрĕнче районти фольклор коллективĕсен фестивалĕ иртрĕ. Чăваш наци йăли-йĕркине упрасси, çитĕнекен ăрăва халăх культурин воспитанине парасси çак мероприятин тĕп тĕллевĕ пулчĕ.

Подробнее...

20 ноября 2013 г.

Чăх çăмарти мĕншĕн хакланать

Юлашки уйăхсенче ваккăн сутакан чăх çăмарти хакланни пирки пурте калаççĕ. «Хакне пирĕн ялти лавккара кăна хăпартнă-ши е республикипех ÿстернĕ-ши;» – кăсăкланаççĕ çынсем.

Подробнее...

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика