Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации

Найти

30 ноября 2013 г.

К сведению граждан Российской Федерации лиц цыганской национальности

В целях реализации комплексного плана мероприятий по социально-экономическому и этнокультурному развитию цыган в Российской Федерации на 2013-2014 годы ФМС России разработан план мероприятий по обеспечению цыганского населения документами: удостоверяющими личность гражданина Российской Федерации на территории Российской Федерации.

Подробнее...

30 ноября 2013 г.

"Хĕрлĕ автанран" сыхланар

Пушарсем тухасси районта çав-çавах чакмасть-ха. Сăмахран, пĕлтĕр 10 уйăхра вут-çулăм 11 хутчен алхаснă пулсан, кăçал çак тапхăрта – 13 хут.

Подробнее...

30 ноября 2013 г.

Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн

Ĕмĕр тăршшĕпех çын сывă пурнăç йĕркине май килнĕ таран пăхăнма тăрăшать. Чылай чух çĕнтерÿçĕ ятне те тивĕçет. Спорт вăл – пурнăç, сывлăх, хăюлăх, шырав та. Вĕсем пурте пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса тăраççĕ.

Подробнее...

30 ноября 2013 г.

Журналист парни

В.ЧУРАКОВ журналист – районти паллă, ятлă-сумлă çынсенчен пĕри. Район хаçатĕнче хĕрĕх çула яхăн ĕçлесе тивĕçлĕ канăва кайнă вăл, çак хушăра вулакансене çĕршер очерк-тĕрленчĕкпе, çивĕч статьясемпе савăнтарнă. Василий Федорович çавăн пекех сахал мар çамрăка хаçат ĕçне хăнăхтарнă, журналистика çулĕ çине тăма пулăшнă.

Подробнее...

30 ноября 2013 г.

Вăрманçă вăрманалла пăхать

ТĔРĔСЕХ. Пăхать çеç мар, унтан тухма та пĕлмест темелле. Çĕр ĕçченĕн кăвапи çĕрпе çыхăннă тетпĕр пулсан, Г.Марковăн пурнăçĕ вăрман: юратнă ĕçĕ, телейĕ, чун йăпанăвĕ.

Подробнее...

30 ноября 2013 г.

Продуктивлăх та, йыш та ÿсет

«АГРОПРОМЫШЛЕННОСТЬ комплексĕн аталанăвĕ» приоритетлă наци программине пурнăçласа районта выльăх-чĕрлĕх продукцине туса илессине ÿстерсех пыма тăрăшаççĕ.

Подробнее...

30 ноября 2013 г.

Пашьелсем – пĕрремĕшсем

ШУПАШКАРТА республикăри «Пултарулăх профессине хирĕç» культурăпа вĕренÿн пĕрремĕш форумĕ савăнăçлă лару-тăрура хупăннă. Асăннă форума çамрăксене музыкăпа театр тата культура енĕпе çыхăннă профессисене суйласа илес тĕллевпе йĕркеленĕ.

Подробнее...

30 ноября 2013 г.

Колхозра ĕçленĕ, ачасем ÿстернĕ

Çамрăк чухне пĕр-пĕрне килĕштерсе туслă çемье çавăрнă, кайран ĕмĕрĕпех пĕрле шăкăл-шăкăл калаçса пурăнакансем – чăннипех те телейлĕ мăшăрсем. Асанкассинчи Василий Васильевичпа Нина Алексеевна Салеевсем пĕр çемьене пĕрлешнĕренпе декабрĕн 1-мĕшĕнче шăпах 50 çул çитет.

Подробнее...

30 ноября 2013 г.

Тăван кил пекех пулĕ

ШĂМĂРШĂРА инвалидсемпе пĕччен ватă çынсем вăхăтлăх пурăнмалли 30 вырăнлă, икĕ хутлă çурта тăвасси малалла пырать. Пĕрремĕш хутне купаласа пĕтерсе тимĕр-бетон плитасем хунă та ĕнтĕ. Çавăн пекех, котельнăй валли никĕс хывас ĕçсем те пуçланнă.

Подробнее...

30 ноября 2013 г.

Витесем хĕле хатĕр

ХĔЛЛЕХИ тапхăрта та выльăх-чĕрлĕх продукцине туса илессине чакарас темесен витесене вăхăтра юсаса хăварни пысăк пĕлтерĕшлĕ. «Чăваш Республикинче ял хуçалăхĕн продукцийĕн рынокне 2008-2015 çулсенче аталантарасси» тĕллевлĕ программăна пурнăçласа районта сахал мар ĕç туса ирттернĕ, ирттереççĕ.

Подробнее...

27 ноября 2013 г.

Пулас абитуриентсем – техникумра

ПАТĂРЬЕЛĔНЧИ агропромышленность техникумĕнче пĕрлĕхлĕ профориентаци кунĕ пулса иртнĕ. Унта пулас абитуриентсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем хутшăннă.

Подробнее...

27 ноября 2013 г.

Аварисенчен сыхланса

Хальхи вăхăтра район территорийĕнче çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн вунă кунлăхĕ – "Транспортник" профилактика операци пырать. Вăл ноябрĕн 21-мĕшĕнче пуçланчĕ, 30-мĕшĕнче вĕçленет.

Подробнее...

27 ноября 2013 г.

Çĕнĕ технологисене – анлă çул

Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕнчи опытлă учительсенчен пĕри – И.Солдатова. 1985 çулта Чăваш патшалăх педагогика институтне пĕтернĕренпех пĕр улшăнми тăван шкултах ĕçлет Ирина Ивановна, ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет.

Подробнее...

27 ноября 2013 г.

Татьяна – çĕнтерÿçĕ

Анне кунне халалласа «Хĕрарăма мухтатпăр» республикăри виççĕмĕш фестивалĕн финалĕ пулса иртнĕ. Проектпа килĕшÿллĕн çулталăк хушшинче конкурсăн суйласа илмелли тапхăрĕсем пулнă, вĕсенче хĕрарăмсен хăйсен илемне, ăсталăхĕпе пултарулăхне кăтартнă, чи лайăххисене вара чыслава чĕнсе илнĕ.

Подробнее...

27 ноября 2013 г.

Ветеринари енĕпе – йĕркелĕхшĕн

2013 çулхи çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнчен ветеринари енĕпе саккунсене пăснăшăн тÿлеттерекен штрафсен виçи ÿснине пур ял хуçалăхĕн ертÿçи те пĕлет-ши.

Подробнее...

27 ноября 2013 г.

Асăрханăр: çÿхе пăр!

КĔР вĕçленнĕ, хĕл пуçланнă тапхăрта пăр питех те ултавлă. Çакă çанталăк температури выляса тăнипе, пĕр пек пулманнипе çыхăннă. Кун пек пăр çине кĕни вара питĕ хăрушă – кĕтмен инкек сиксе тухма пултарать, çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăласси те инçех мар.

Подробнее...

27 ноября 2013 г.

Çул-йĕр правилисене пăхăнса – мероприятисем

Водительсене тата çуран çÿрекенсене çул-йĕрсем çинче асăрхануллă пулни, дисциплинăна, çул-йĕр правилисене пăхăнса пыни пуриншĕн те пĕлтерĕшлĕ.

Подробнее...

27 ноября 2013 г.

Вăрăм ĕмĕрлĕ Олимпиада Трифоновна

Нумаях пулмасть Анат Чаткасра пурăнакан Воробьевсен çемйинче кăмăллă та тарават Олимпиада Трифоновна 95 çул тултарнине паллă тунă.

Подробнее...

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика