Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инкек ан килтĕр кил-çурта

25 января 2014 г.

2013 çулта район территорийĕнче 16 пушар пулнă (2012 çулта- 15). Вут-çулăм 2 миллион та 274 пин тенкĕлĕх сиен кÿнĕ (2012 çулта-1 миллион та 138 пин тенкĕлĕх). Пĕлтĕрхи пушарсенче 2 çын суранланнă. Пушарсене пула 4 кил-çурт юрăхсăра тухнă, 3 лупаспа 3 мунча сиенленнĕ.

2013 çулхи пушарсенчен 7-шĕ электрооборудование пăхса тăмалли правилăсене пăснипе, 4-шĕ кăмака хутса çунтарнă чухне хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнманнипе çыхăннă. Аса илтеретпĕр: электропроводкăна кашни 10 çулта çĕннипе ылмаштарса тăмалла. Ăна монтажлама ятарлă пĕлÿ илнĕ электрика чĕнсе илмелле. Пĕр розеткăна темиçе электроприбор вилкине чикмелле мар.

Кăмака хутса çунтарнă вăхăтра ăна пăхсах тăмалла. Кăвар ÿксе пушар кăларасран тимĕр листине касса вырнаçтарни те вырăнлă. Мăрьене, тĕтĕм çулĕсене хутмалли сезон умĕн хăрăмран тасатмалли çинчен те манма юрамасть.

Пÿрте питĕрсе ĕçе тухса каяс умĕн кашни розеткăна пăхса çаврăнмалла: вĕсенче электроприбор вилки курăнмасть-и; Пÿлĕмсенчи лампочкăсене сÿнтернĕ-и; Витере лампочка çунмасть-и; (Унти, лупасайĕнчи лампочкăсене плафона вырнаçтарассине те манăçа хăварас марччĕ).

Килте пĕчĕк ачасем асламăшĕпе юлас пулсан, шăрпăка вĕсен алли çитмелле мар вырăна хумалла. Пĕчĕккисем шăрпăкпа выляса пушар кăларнă тĕслĕхсене сахал пĕлетпĕр-и эпир;

Пĕлтĕрхи пушарсенчен 13-шĕ (81,2 процент) килти хуçалăхсенче алхаснă. Граждансене пушар хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнса пурăнма сĕнетпĕр. Кун пек чухне инкек-синкек пирĕн кил-çурта кĕреймĕ.

А.КЛЯЖЕВ, районти надзор ĕç-хĕлĕн уйрăмĕн,начальникĕ, шалти служба майорĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика