1939 çулхи январĕн 27-мĕшĕнче Вăрнар районĕнчи Çарăклăра çуралнă Григорий Илеперпе шăпах район хаçатĕнче ĕçлеме пуçласан, Шупашкарта паллашма тÿр килнĕччĕ. Калаçса кайрăмăр та – тетĕшĕпе шăллĕ пекех пулса тăтăмăр темелле. Кайран тĕрлĕ семинар-канашлусенче, курссенче пĕрре кăна мар пĕрле пулнă. Хаçат ĕçĕнче «вăкăр та çинĕ» юлташăм «ăс пани» те асрах:
– Итле, шăллăм. Курсра пулнă тапхăрта реферат çырса хÿтĕлемелле. Çакна çеç калам: редакцире ку должноçра ĕçлеме тытăнни икĕ-виçĕ эрнерен ытла мар тесе кала. Эппин, сана çавăнпа ăс пухма янă. Эп те сан пекех «çамрăк». Çырмастăмăр реферат. Ытти районсенчен килнисене вара шеллес те килетчĕ...
Григорий Михайлович Вăрнар районĕнчи «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатра икĕ тапхăр вăй хунă: малтанласа 1959–1963 çулсенче, кайран – сакăр вуннăмĕш çулсенче.
Çавах та сăвăç чунĕнче хресченлĕх туйăмĕ пысăкрах пулнă пулĕ çав – корреспондент ĕçне зоотехник тивĕçĕпе улăштарнă, 1976 çулта ял хуçалăх институтĕнчен те ăнăçлă вĕренсе тухнă. 1980 çул– уншăн уйрăмах асра юлнă: ăна Чăваш АССР тава тивĕçлĕ зоотехникĕн хисепĕ ятне панă.
Г.Илепер литература ĕçне техникумра вĕреннĕ çулсенчех пуçăннă. Çамрăк сăвăçăн хайлавĕсем республика пичетĕнче те тăтăшах курăнма тытăннă. Критиксем те асăрханă ăна, поэзие талантлă поэт килнине палăртнă. Ман шутпа, пĕрре те йăнăшман.
Хаçат-журналсенче, коллективлă сборниксенче пичетленнисĕр пуçне Г.Илеперĕн уйрăм сăвă кĕнекисем те тухнă. Пĕрне, «Униче» ятлине, вăл мана алă пуссах парнеленĕччĕ.
Поэтăн пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕччĕ. Çавах та уншăн ял хуçалăхĕ, çут çанталăк çывăхрахчĕ. Çамрăк чух туслăхпа юрату çинчен çырман сăвăç çук та пулĕ. Ун пек сăвăсем те сахал мар Илеперĕн. Хаçатсенче пичетленнĕ очеркĕсем мĕне тăраççĕ тата!
Çакна та каласа хăварасах килет. «Литературная газета» , «Советская Чувашия» хаçатсенче пичетленме тивĕç пулнă чăваш сăвăçăсем питĕ сайра. Илепер сăввисене вара вырăссем те вуласа киленнĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл СССР Писательсен союзĕн членĕ пулнă. Унăн пултарулăхне пирĕн ентеш, Чăваш халăх писателĕ Илпек Микулайĕ те пысăк хак панă.
Темшĕн çапла вăл: лайăх, ырă çыннăн ĕмĕрĕ яланах кĕске. Кĕçех хăйĕн 75 çулхи юбилейне паллă тумаллаччĕ хаклă юлташăн. Шел, 2003 çулта сăвăçăн чĕри тапма чарăнчĕ, сĕтел çинче вĕçленеймен ал çырăвĕсем выртса юлчĕç.
Халĕ те асран тухмасть çывăх юлташăм. Ирĕксĕрех çапла калас килет: «Илепер, сана аса илĕпĕр».
УЛА ТИМĔР.