Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасем çураласси – пĕр шайрах

29 января 2014 г.

Ачасем çураласси пĕр шайрах юлнă. 2013 çулта районта пурĕ 167 пепке çуралнине регистрациленĕ (2012 çулта та 167 ача çутă тĕнчене килнĕ). Йĕкĕрешсем çуралнă тĕслĕ-хсем – 6 (виçĕм çул–1 факт). Арçын ачасене ытларах Артем, Алексей, Арсений, хĕрачасене Карина, Мария, Дарья ятсемпе çыртарнă. Мăшăрсăр пурăнакан хĕрарăмсем 31 ача çуратнине шута илнĕ. 6 пепкен ашшĕсем пур тесе йышăннă.

Тĕрлĕ сăлтавсене пула пĕлтĕр 283 çын вилнĕ. Виçĕм çулхипе танлаштарсан, пурнăçран уйрăлса кайнисем ытларах пулнă (2012 çулта 234 çын вилнине регистрациленĕ).

2013 çулта районта 88 çемье йĕркеленнине çырса хунă (виçĕм çул – 107). Çав вăхăтрах 37 çемье уйрăлни çинчен хут çыртарнă. 2012 çултипе танлаштарсан, ку вăл 8 çемье сахалтарах.

Пепке çуралсан ашшĕ-амăшĕ ăна мĕнле ят парасси пирки нумай пуç ватать. Чылайăшĕ çвятуйсен ячĕсен календарьне шута илеççĕ, теприсем вара хăйсене килĕшекен ятпа çуралнă хут çыртарса илеççĕ. Питĕ тĕлĕнмелле те, хăш-пĕрисем çитĕнсе çитсен, ашшĕ-амăшĕ панă ята пăрахăçласа урăххипе улăштараççĕ. Пĕлтĕр 7 çын хăйĕн ятне улăштарса çыртарнă (2012 çулта–8 çын). Ята тĕрлĕ сăлтавпа çыхăнтарса улăштараççĕ.

ЗАГС пайĕнчен панă свидетельствăсене хăшĕсем тепĕр хут çыртарса илеççĕ (çухатнисем, тирпейсĕр тытса усă курма юрăхсăра тухнисем вырăнне). Пĕлтĕр граждансене çĕнĕрен 332 свидетельство хатĕрлесе панă. Кунсăр пуçне тĕрлĕ ыйтупа 647 справка çырса хатĕрленĕ.

Пирĕн ĕçре электронлă майпа усă курасси ÿссех пырать. Пĕлтĕр çак майпа граждансенчен тĕрлĕ ыйтупа 178 заявлени килнĕ. Вĕсем тăрăх пуринпе те тивĕçлĕ мерăсем йышăннă.

Е.Федорова, райадминистрацин ЗАГС пайĕн начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика